Пятница, 26 апреля

Хĕр пĕрчисем конкурсра тупăшнă

Хĕр пĕрчисем конкурсра тупăшнă

Районти культура çуртĕнче чи кĕçĕннисем «Пĕчĕк пике» конкурсра тупăшнă.

Унта шкул çулне çитмен учрежденисене çӳрекен 6 ача хутшăннă. Вĕсен хăйсене пур енчен те туллин кăтартса пама тивнĕ: юрра-ташша ăста пулнине те, чăваш чĕлхине пĕлнине тата юратнине те…

Малтанах вĕсем хăйсем çинчен каласа панă, мĕнпе кăсăкланнипе паллаштарнă. Ун хыççăн  пултарулăхне кăтартнă. Çавăн пекех юмахри сăнарсен костюмĕпе жюри умне тухнă. Чи пĕлтерĕшли — ачасен чăваш чĕлхине лайăх пĕлмелле пулнă.

Хĕрӳ тупăшура «Умница» номинацире «Колосок» ача садĕнчи Ульяна Степанова (ертӳçисем В.О.Сенатова, З.В. Ксенафонтова), «Отвественная» номинацире «Рябинушка» ача садĕнчи Ева Никифорова (ертӳçисем А.А.Никифорова, Г.Г.Тукаева) палăрнă. «Рябинушка» ача садĕнчи Илемпи Чернова (ертӳçи М.Л.Михеева) «За творческие успехи», «Радуга» ача садĕнчи Милана Васильева (ертӳçи В.Н.Никифорова) «Находчивая»,  Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕ çумĕнчи «Радуга» ушкăна çӳрекен  Екатерина Лисина (ертӳçи А.Л.Родионова) «Приветливая» номинацисенче çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă. «Пĕчĕк пике» ята «Радуга» ача садне çӳрекен Надежда Матросова (ертӳçи В.Н. Никифорова) çĕнсе илнĕ.

Конкурса Самира Тукаева, Камилла Купкенова тата  районти искусство шкулĕн «Островок» ташă ушкăнĕ илем кӳчĕ.

Чăваш чĕлхине юратакан, унпа мăнаçланакан пĕчĕк хĕр пĕрчисем ӳссе çитсен чăн-чăн чăваш пикисем пулса тăрасса шанас килет.

В.СЕНАТОВА,

воспитатель.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *