Вторник, 16 апреля

Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕ

Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Татьянăпа Валерий Плешковсем патне пырсан хама юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăм. Питĕ ĕçчен те пултаруллă çемьепе вулакансене паллаштарам.

Кил хуçи Валерий Иванович Анат Тимĕрчкасси ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Пантелеймоновичпа Мария Авдеевна, ывăлĕ-хĕрне мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Валерий Иванович çуллахи каникулсенче колхоза ашшĕне пулăшма çӳренĕ. Ашшĕ конюхра ĕçленĕ, лашасене пăхнă, утă-улăм турттарнă. 6-мĕш класрах утă çулма вĕреннĕ Валерий Плешков пĕр лав симĕс курăка тиесе килнине паянхи кун та астăвать. Вăл тăван ялĕнчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн кӳршĕ ялти Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, унтан Шупашкара токаре вĕренме кайнă, училищĕрен вĕренсе тухсан Трактор заводĕнче ĕçленĕ. Кĕçех салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ,  çарта виçĕ çул моряк пулнă. Салтакран таврăнсан Канашри педагогика училищине физкультура уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1993 çулта Валерий Иванович Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче физкультура предметне вĕрентме пуçланă. Каярахпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илнĕ. 2007 çултанпа вара Аслă Чурачăкри шкулта физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене ертсе пырать. Валерий Иванович лайăх вĕрентекен çеç мар, пултаруллă тренер та. Унăн вĕренекенĕсем Раççей тата республика шайĕнче çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенче  малти вырăнсене йышăнаççĕ. Валерий Иванович спорт аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре çитĕнӳсем тунăшăн тата нумай çул чунне парса ĕçленĕшĕн çĕршыв, республика шайĕнчи наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Валерий Иванович — çемьере чи кĕçĕнни, çавăнпа тĕп килтех юлнă, ашшĕ-амăшне пăхнă. Иван Пантелеймоновичпа Мария Авдеевна 64 çул килĕштерсе пурăннă. Вĕсем ачисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шел те, нумаях пулмасть амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Халĕ Плешковсем ашшĕне пăхаççĕ.

Плешковсем 1996 çулта çемье çавăрнă. Татьяна Вячеславовна Анат Тимĕрчкасси ялĕнчех 3 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Амăшĕ Мария Трифоновна районти тĕп больницăн васкавлă медпулăшу уйрăмĕнче, куç тухтăрĕ çумĕнче ĕçленĕ. Каярахпа медсестра ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ачасен сывлăхне пăхса тăнă, унтан фельдшерта ĕçленĕ. Çынсем çĕр варринче алăкран шаккаса пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен, пациент патне тухса чупнă. Ашшĕ, Вячеслав Николаевич малтан колхозра бухгалтер пулнă, кайран лесничествăра ĕçленĕ. Хĕрĕ, Татьяна та ĕçрен хăраса тăман. 1-мĕш класра ăс пухнă чухнех темĕн тĕрлĕ алă ĕçне тума пĕлекен амăшĕ ăна çекĕлпе тата спицăпа çыхма, тĕрлеме вĕрентнĕ. 6-мĕш класс пĕтерсен ашшĕ хĕрне вăрманти каю уттине çулма вĕрентнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне Татьяна Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан кукамăшĕ патĕнчен тухма пĕлмен. Ăна кукамăшĕ питĕ юратнă, мăнукне кил-тĕрĕшри ĕçсене тума хăнăхтарнă. Пĕррехинче Таня урай варрине кăна çунă. Кукамăшĕ мăнукне ĕçе тĕплĕн тума хăнăхтармашкăн: «Ял йĕри-тавра кайса килмелле», — тенĕ. Таня урайне тепĕр хут çунă, ватă каланă сăмаха ĕмĕрлĕх астуса юлнă. Кăшт ӳссен мăнукĕ кукамăшне самаях пулăшма тытăннă. Татьяна Вячеславовна хăмла çырлин çулçинчен вĕретнĕ чей ĕçнине йăл кулса аса илчĕ. Кукамашĕ хатĕрленĕчейрен тутлăраххине вăл паянхи кунччен те ĕçсе курман. Татьяна Вячеславовна та Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Мăратра вăтам пĕлӳ илсе ăна ылтăн медальпе вĕçленĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ хыççăн вăл Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче чылай çул вăй хунă. Халĕ шкул çумĕнчи садикре воспитательте 14-мĕш çул тăрăшать. Ылтăн алăллăскер шăпăрлансене темĕн тĕрлĕ ĕçе те вĕрентет. Ача садне çӳрекенсем юрра-ташша та, сăвă вулама та, спорт енĕпе те маттур. Вĕсем республика конкурсĕсене хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Воспитатель ачасене питĕ юратать, çавăнпах пĕчĕкскерсем ача садне савăнсах чупаççĕ.

Плешковсем ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Асли — Максим, спортпа туслăскер ашшĕн çулĕпе каясшăн, В.Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче физкультура енĕпе вĕренет. Кĕçĕнни Ксюша 8-мĕш класра ăс пухать, пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Хĕр ача та спортпа туслă. Аэробика енĕпе иртекен ăмăртусене хутшăнса республикăра та, унăн тулашĕнче те малтисен ретĕнче пулнă. Валерий Ивановичпа Татьяна Вячеславовна колхоз ĕçĕнчен те юлман. Ачисем ĕç çумне çыпăçчăр тесе уйра пай илнĕ.

Плешковсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çулла вара вĕсен кил-çурчĕ юмахри пекех. Куçа миçе тĕрлĕ чечек илĕртет! Вĕсен шучĕ те çук. Пахчана тухсан та тĕлĕнетĕн, мĕн тĕрлĕ кăна çимĕç çук-ши? Ачисен аллинче те ĕç вĕресе тăрать. Утă хатĕрлемелле-и, кĕтĕве каймалла-и, пахчари ĕçсене пурнăçламалла-и — нимĕн те уйăрса тăмаççĕ Плешковсем, яланах пĕрле тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнлансан çеç çемье урапи малалла туртăнать тесе шухăшлаççĕ вĕсем.

Кил хуçи утар ĕçне пуçарса янă. Ывăлĕ ашшĕне çăмăл мар ĕçре хаваспах пулăшать. Вăрăм каçсенче те алă усса лармаççĕ вĕсем. Татьяна Вячеславовнăна ку пултарулăх амашĕнчен куçнă, вăл темĕн те çыхать, çĕлет… Фоамиранпа изолонран ытарайми хитре чечексем ăсталать. Темĕн пысăкăш чечексем те ав куçа илĕртеççĕ. Ротангран чечек савăчĕсем хатĕрлет. Хĕрĕ Ксюша та амăшĕпе пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшать.

Плешковсем туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. Вĕсем ялта ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

А.МАТРОСОВА.

Плешковсен архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *