Хирсенче ĕçсем пуçланчĕç

Хирсенче ĕçсем пуçланчĕç

Иртнĕ эрнере районти ял хуçалăх предриятийĕсен хирĕсенче ĕç шавĕ пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕсем нумай çул ӳсекен курăксене, кĕр тыррисене сӳрелеççĕ, апатлантараççĕ. Çак ĕçсем «Родина» фермер хуçалăхĕнче, «Слава», «Дружба» ЯХПК-сенче, «Сюрбеево» ООО-ра тата хăш-пĕр хуçалăхсенче вăй илсех пыраççĕ. Çанталăка кура ытти çĕрти техника та ĕçе пуçăнĕ. Çывăх кунсенчех çĕр хатĕрлесе акма та тухĕç.

«Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче, «Рассвет» ЯХПК-ра пикенсех çĕрулмие яровизацилеме кăлараççĕ. Кĕçех ытти хуçалăхсен хирĕсем те машина-трактор сассисемпе тулĕç.

Р.Басников,

специалист-эксперт.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *