Понедельник, 6 мая

Йĕркелĕхшĕн тăрăшнă

Йĕркелĕхшĕн тăрăшнă

Обществăлла йĕркелĕхе сыхласси пирĕн тăп тĕллев пулса тăрать. Çак енĕпе кăçалхи 3 уйăхра муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче тăрăшакансем  чылай ĕç туса ирттернĕ. Преступленисене  тупса палăртса уçса парас енĕпе çеç мар вĕсенчен асăрхаттарас тĕлĕшпе те вăй хунă.

Пирĕн уйрăма килнĕ заявленисен, хыпарсен тата ытти информацисен шучĕ пĕлтĕрхинчен ӳснĕ, кăçал вĕсене 616 регистрациленĕ. Çавăн пекех преступленисен йышĕ те 7,9 процент (иртнĕ çулхи 38 вырăнне 41) нумайланнă. Уйрăмах Комсомольски (14 вырăнне 23), Кайнлăк (1 вырăнне 3) ял тăрăхĕсенче ӳсни палăрать. Преступленисене тишкерсен вĕсенчен ытларахăшĕ (56 процент) пысăк мар йывăрлăхисен шутне кĕрет. Ют пурлăха вăрланине, вĕлерессипе хăратнине, асаплантарнине, хĕненине ытларах тупса палăртнă, экономикăпа çыхăннисем те пур.

Следовательсемпе дозновательсем 25 преступленипе уголовлă ĕçе вĕçленĕ.

Çул çитмен ачасем хушшинче профилактика ĕçĕсем тăтăшах ирттерме тăрăшатпăр. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа вĕсем хушшинче преступлени тăвакансем пулманни савăнтарать.

Маларах судпа айăпланнисене, нумаях пулмасть тĕрмерен тухнисене, пирĕн тăрăхра пурăнакан ют çĕршыв çыннисене те асăрхасах тăратпăр. Вĕсем  административлă право йĕркине пăснă  тĕслĕхсем тупса палăртнă, çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă.

Обществăлла вырăнсенче йĕркелĕх хуçалантăр тесе те тăрăшатпăр. Урамра тунă 3 преступление çийĕнчех уçса панă. Административлă йĕркене пăснă 173 тĕслĕх тупса палăртнă.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру çăмăлах мар. Кăçалхи 3 уйăхра пĕлтĕрхинчен 1 авари ытларах пулнă (4), икĕ çын вилнĕ. Çул çинче çӳремелли йĕркене пăснă 559 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Тăтăшах телефонпа тата ытти электронлă хатĕрсемпе тăвакан преступленисем пирки халăха асăрхаттарсах тăратпăр пулин те ултавçăсен «вăлтине» çакланакансен йышĕ чакмасть-ха. Кăçалхи 3 уйăхра пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен (6 вырăнне 10) ӳснĕ те. 2022 çулта ун пек тĕслĕх Комсомольски ял тăрăхĕнче — 5, Кайнлăк ял тăрăхĕнче — 2, Хирти Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпӳел, Тукай ял тăрăхĕсенче пĕрер пулнă.

Пĕтĕмĕшле илсен çулталăкăн виçĕ уйăхĕнче яланхи пекех шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлас, районта йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе япăх мар ĕçлесе пынă. Малашне те ку енĕпе тăрăшĕç.

 Р.Зайнуллин.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *