Понедельник, 6 мая

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Пурнăçра пирĕн – пĕр анне.  Тăван чĕлхе те пĕрре, ăна упрасси пирĕн тивĕç.  Иван Яковлев тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. «Çапла çеç чăваш чĕлхи  ыттисенчен кая пулмĕ. Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех  сиртен килет», — тенĕ вĕрентекенĕмĕр. 

Вăл  каланине тĕпе хурса чăваш чĕлхи кунĕнче районти тĕп вулавăшра «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе» çавра сĕтел иртрĕ. Унта культура ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакансем — Даниил Кастригинпа Вика Хораськина илемлĕ сăвăсем шăрантарчĕç. Хирти Мăнтăртан килнĕ Руфина Смирнова савăк юрăсем парнелерĕ, хăй шăрçаланă сăвăсене вуларĕ. Комсомольскинчи искусство шкулĕн педагогĕ Георгий Перьев хут купăспа вылярĕ, хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Вулавăшра тăрăшакансем те айккинче юлмарĕç, çавра сĕтеле пуçтарăннисене юрă парнелерĕç.

Пирĕн чĕлхе  чăннипех те илемлĕ те янăравлă, çепĕç те хăватлă.

 А.Антонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *