Кавир çинче – кĕрешекенсем

Кавир çинче – кĕрешекенсем

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янă Петр Матросовăн призĕсемшĕн шкул ачисем хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Унта пурĕ 170 яхăн  спортсмен хутшăнчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллакансем Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çеç мар, Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитрĕç.

Турнира уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков, «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов хăнасене саламлă сăмах каларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

Ăмăрту питĕ хĕрӳ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри спортсменсем хутшăнчĕç. Арçын ачасем çеç мар, хĕрачасем те кавир çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Чи вăйлисем, чи маттуррисем малти вырăнсене тухса Хисеп грамотисене, медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.

Çĕнтерӳçĕсемпе призерсем хушшинче пирĕн районти спортсменсем йышлăн пулнине палăртма кăмăллă. Эппин, районта çак спорт тĕсĕ чăннипех те лайăх аталанать, ачасем мĕн пĕчĕкрен кĕрешӳ вăрттăнлăхĕсене ăса  хывса çитĕнӳсем патне туртăнаççĕ.

С.ОРЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *