Вторник, 23 апреля

Вĕсен ĕçĕ йывăр та хăрушă

Юрăри çак сăмахсем тӳрремĕнех вут-çулăм çулне яланах пӳлме хатĕр пушар хуралĕн ĕçченĕсене пырса тивет.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче районти 31-мĕш пушар чаçне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Малтанах уява килнисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул умĕнчи лапамра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕртен пуçласа паянхи кун усă куракан хăватлă техникăпа паллашма пултарчĕç. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем инкек сиксе тухсан ăна хирĕç тăрас енĕпе чи малтан пурнăçлакан мелсене, вут-çулăм вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене çăлас, вĕсене пĕрремĕш пулăшу парас тĕлĕшпе епле ĕçсем тунине кăтартса пани те аслисемшĕн те, шкул ачисемшĕн те кăсăклă пулчĕ.

Юбилей уявĕ малалла районти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Кунти фойере вут-çулăма хирĕç кĕрешес, унран асăрханас темăпа ачасем тунă                                                             ӳкерчĕксене, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тумтирсене вырнаçтарнă. Уява килнисем вĕсемпе хапăлласах паллашрĕç.

Малтанах  районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ И.Ананьев сăмах илчĕ. Вăл кĕскен пушар чаçĕн  аталану историйĕ, паянхи лару-тăрăвĕ, тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Малалла пушар хуралĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ  Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ    А.Осипов, «ЧР пушара хирĕç тăракан служба» учреждени ертӳçи Г.Михайлов, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин председателĕ С.Сергеева саламларĕç. Вут-çулăма хирĕç тăракансен ĕçĕ пархатарлă, çав вăхăтрах хăрушă та пулнине палăртрĕç. Малашне те вĕсем инкек сиксе тухсан вырăна вăхăтра çитсе вут-çулăм çулне пӳлес тесе çине тăрса тăрăшасса шаннине пĕлтерчĕç, вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕç. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Комсомольски райповĕн «Торговый дом» ООО директорĕ И.Кочанова, Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ   С.Скворцов иерей, районти газ участокĕн начальникĕ В.Чернов, кăнтăрти электросетьсен уйрăмĕн начальникĕ С.Журавлев сцена çине тухрĕç, парнесем пачĕç. Тутарстан республикинчи пушар чаçĕн представителĕ Д.Ибрагимов районти пушара хирĕç кĕрешекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май вĕсенчен тĕслĕх илмелли паха енсем те пуррине палăртрĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешес енĕпе нумай çул тăрăшакансем, пушар хуралĕн ветеранĕсем, юбилей медалĕсене тивĕçрĕç.

Районти пушар ча-çĕсĕр пуçне ял тăрăхĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче те пушар сӳнтермелли автомашинăпа ĕçлекенсем тытса тăма вăй çитерекенсем пур. Вĕсен ячĕпе ырă сăмахсем нумай пулчĕç.  Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен, Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕсен, «Рассвет», «Урожай», «Восток», «Асаново», «Труд» ял хуçалăх предприятийĕсен, вăрман хуçалăхĕн тата ытти предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе ĕçченĕсем те  наградăна тивĕçрĕç.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Оксана Шуряшкина  çунакан çуртран йăмăкне илсе тухса çăлма пултарнă. Çак паттăрлăхшăн ăна ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç, кĕсье телефонĕ парнелерĕç.

Район центрĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем сцена çине тухса уява килнисене савăк кăмăл парнелерĕç.

Ирĕн-каçăн сыхлăх хуралĕнче тăракан, вут-çулăмпа пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешекен пушар хуралĕн ĕçченĕсем чăннипех те чыс-хисепе тивĕç.

Ю.МИХАЙЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *