Уяв ячĕпе концерт

Уяв ячĕпе концерт

Апрелĕн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕ пуçарнипе Космонавтика кунне халалласа хаваслă концерт иртрĕ.

Залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков тата «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕн ертӳçи Василий Кокарев уявпа саламларĕç, паллă космо навтсене аса илчĕç. Вĕсем район шайĕнче космос темипе ӳкерессипе, сăвă калассипе йĕркеленĕ конкурссен тата викторина çĕнтерӳçисене чысларĕç.

Районти шкулсенче вĕренекенсем куракансене юрă-кĕвĕпе, ташăпа  савăнтарчĕç, сăвăсем вуларĕç. Марина Волкова юрăç концерта ертсе пычĕ, юрăсем шăрантарчĕ, илем кӳчĕ.

С. ВИШНЕва.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *