Эпир яланах халăх хушшинче

Эпир яланах халăх хушшинче

Ватă çын — тăватă çын, тенĕ халăхра. Çак сăмахсене вĕсен вăй-халне палăртса мар, нумай çул пурăнса, ĕçлесе пуçтарăннă опытне шута илсе каланă. Çавăнпах та пулĕ ветерансем хисепе тивĕçлĕ çынсем. РФ шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен совечĕн районти пуçламăш организацине чылай çул Петр Васильевич Лапшин ертсе пырать. Унран хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

— Паянхи кун пирĕн организацире 47 ветеран. Вĕсем пурте хамăр районти шалти ĕçсен пайĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Районти право йĕркине сыхлас енĕпе чĕрисем хушнă пек тăрăшнă. Акă, К.И.Еремеева ĕмĕрĕпех районти паспорт службинче вăй хунă. Унăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ те унăн аслисемпе танах тылра ĕçлеме тивнĕ. Пирĕнтен чи ватти вăл, 94 çулта. Н.М. Иванов, П.В.Сильвестров, В.Г.Ямалиев, Н.А.Самсонов, В.П.Кокорев, В.А.Райков, В.Е.Воронов, В.Т.Павлов йĕрке хуралĕн органĕнче тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Эпир  тăтăшах курнăçса калаçма май тупатпăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсенче пĕрле пуçтарăнса калаçатпăр, пурнăçланă ĕçсене сӳтсе яватпăр, малашнехи тĕллевсене палăртатпăр.

Çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парасси, районти шалти ĕçсен пайне тин çеç ĕçлеме килнĕ çамрăк сотрудниксене сĕнӳ-канашсемпе пулăшса пырасси  пирĕн тивĕç тесе шутлатпăр. Акă, кашни çулах вăрă-хурахсене хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунă Б.Александровпа Н.Орлов паттăр милиционерсене халалласа Çĕнĕ Мăрат ялĕнче лартнă палăк патĕнче мероприяти йĕркелетпĕр. Унта шкул ачисене, ял халăхне йыхравлатпăр, культура ĕçченĕсене явăçтарма тăрăшатпăр. Шалти ĕçсен органĕнче службăра пулса Чечен республикинче пуç хунă Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, «Хăюллăхшăн» ордена тивĕçнĕ А.Егоров ятне те манăçран кăларман. Вăл çуралса ӳснĕ çурт çине тата вĕреннĕ шкулта мемориал хăмисем вырнаçтартăмăр, паллă кунсенче унта чечексем хуратпăр.

 Районти «Çĕр тата çынсем» музейра районти шалти ĕçсен пайĕн историйĕпе çыхăннă кĕтес йĕркелерĕмĕр. Ăна экспонатсемпе пуянлатса пырса анлăлатасшăн.

Пирĕн ветерансем тăтăшах шкулсенче пулма тăрăшаççĕ, ачасемпе тĕл пулса тĕрлĕ темăсемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Каларăм ĕнтĕ, полици ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тăвакансене малтанхи çулсенче пулăшса пырасси хамăрăн тивĕç тесе шутлатпăр. Вĕсен пĕлĕвĕ пулсан та пирĕн сĕнӳ-канаш кирлех. Ветерансем çамрăк сотрудниксене хăйсен практикинче тĕл пулнă тĕслĕхсем çинчен каласа параççĕ, шырав тата тĕпчев ĕçĕсенчи вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ. Çакă вĕсемшĕн кирлех.

Ветерансен организацийĕн членĕсем районта патриотизм тата çитĕнекен ăрăва воспитани паракан пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшаççĕ, хăйсем те йĕркелеççĕ. Çак енĕпе уйрăмах В.Т.Павлов, В.Е.Воронов, В.Б.Тихонов, В.В.Носов, О.А.Токмаков хастар пулнине палăртса хăварасшăн. Хам та яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшатăп. Пирĕн хушăра Германире тата Варшава договорне кĕрекен çĕршывсенче тăнă Совет çарĕн ушкăнĕсенче службăра пулнисен ветеранĕсен союзĕнче тăракансем те пур. +авăнпа та чылай ĕçе вĕсемпе пĕрле тума тăрăшатпăр.

Малашнехи тĕллевсем, пурнăçламалли ĕçсем чылай-ха. Шалти ĕçсен органĕсенче мирлĕ вăхăтра та, «вĕри точкăсенче» те пуç хунисем пур. Чылайăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, çапăçу хирĕсенче те вилнĕ. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан йĕрке хуралĕнче тӳрĕ кăмăлпа нумай çул тăрăшнă. Вĕсем халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсене асăнса палăк лартас енĕпе ĕçлесшĕн. Ăна районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ çывăхнерех вырнаçтарасшăн. Министерство та, ветерансем те тата право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсем те çак сăваплă ĕçрен айккинче юлмĕç тесе шутлатăп. Районти шалти ĕçсен пайĕн историне те тĕплĕн çырса хатĕрлес тĕллевсем пур. Яланхи пекех ветерансем халăхпа пĕрле пулма тăрăшĕç.

Паянхи ветерансем хăй вăхăтĕнче йĕркелĕхе сыхлас ĕçе тӳрĕ кăмăлпа туса пынă. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ пур кăтартусемпе те республика шайĕнче палăрса тăнă. Халĕ тăрăшакан сотрудниксем  те япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш республикин шалти ĕçсен министерствин территори органĕсем хушшинче пирĕн муниципалитет уйрăмĕ пĕлтĕр пĕрремĕш вырăна тухни те çакна çирĕплетет. Виçĕм çул та вĕсем чи малтисен йышĕнче пулнă. Пирĕн ĕçе тивĕçлĕ шайра малалла тăсни савăнтарать. Вĕсен çитĕнĕвĕнче кăштах та пулин пирĕн тӳпе те пурах. Ветерансене  уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ватлăх сунатăп, — пĕтĕмлетрĕ Петр Васильевич.

Ю.ГАВРИЛОВ калаçнă.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *