Четверг, 8 декабря

Ансат майпа регистрацилеме пулать

Ансат майпа регистрацилеме пулать

Çĕнĕрен пуçлакан, тăвакан е ĕçлекен коммерципе çыхăнман организацисемшĕн (физкультурăпа спорт, ачасемпе çамрăксен, тĕн, ыркăмăллăх, вĕренӳ тата ытти те) патшалăх регистрацийĕ витĕр тухасси кăткăс ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Вĕсен юридици енчен вăйра тăракан статус илме ятарлă процедура витĕр тухмалла. Коммерципе çыхăнман организацисене  Раççей юстици министерстви электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче (www.gosuslugi.ru) регистрацилет. Малтанах патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче пулăшусен каталогĕнче «Принятие решения о государственной регистрации некоммерческих организаций» категорие суйласа илмелле. Çак пулăшупа патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче аутентификаци процедури тунă хыççăн çеç усă курма пулать. Коммерципе çыхăнман организацие пуçласа  регистрациленĕ чухне документсене уйрăм çын ячĕпе памалла. Енчен те ыйту ĕçлекен организаци адресне, ертӳçине улăштарас, уставăн çĕнĕ редакцине йышăнас тĕлĕшпе çыхăннă пулсан кирлĕ хутсен пакетне юридици енчен вăйра тăракан ячĕпе тăратмалла.

Документсен пакетне патшалăх пулăшăвĕн порталне валли хатĕрленĕ чухне çав порталти ятарлă страницăри уйрăм программăпа çеç усă курмалла. Урăхла пулсан патшалăх регистрацине тума май çук.

Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталне валли хатĕрленĕ документсене вăйлатнă электронлă алă пуснипе çирĕплетмелле. 2021 çулхи июль уйăхĕнчен юридици вăйĕнче тăракансене электронлă алă пуснине (коммерципе çыхăнман организацисене те) Федераллă налук службин  ятарлă центрĕ  тӳлевсĕрех тивĕçтерет.

Документсене электронлă майпа панин лайăх енĕсем мĕнре-ха?

Пĕрремĕшĕ: юстици органĕсен сотрудникĕсемпе курнăçса вăхăт ирттермелле мар;

иккĕмĕшĕ: алă пуснине нотариус урлă çирĕплетнин пулăшăвĕпе усă курнăшăн тăккаланма тивмест

виççĕмĕшĕ: патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ урлă документсем тăратсан патшалăх пошлини тӳлессинчен хăтараççĕ.

Тĕплĕнрех «Союз юристов Чувашской Республики» обществăлла организаци хатĕрленĕ «Как подать документы НКО в Минюст России через портал Госуслуг» вĕренӳ видеороликĕнче паллашма пулать.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *