Четверг, 18 апреля

Хăйнеевĕр уроксем иртĕç

Хăйнеевĕр уроксем иртĕç

Кăçалхи апрелĕн 11—30-мĕшĕсенче Раççейри шкулсенче хăйнеевĕр уроксем иртĕç. Хальхинче Пĕтĕм Раççейри «Урок цифры» вĕренӳ проекчĕн теми «Быстрая разработка приложений» ятлă пулĕ. Вăл шкулсенче пур ӳсĕмри классенче те иртĕ.

Вĕренекенсен вунă отрасль хушшинчен пĕрне суйласа илмелле пулать. Шутласа тупнă пĕр-пĕр организацирен шкул ачи ĕç илĕ. Ăна пурнăçлама вĕренекенĕн приложени туса хатĕрлемелле пулать. Ачасем Low_code платформăна аса илтерекен ятарлă тренажерпа  усă курĕç. Йывăр лару-тăрура вĕренекенсене Лоу Кот ятлă сарă кушак аçи пулăшĕ.

«IT-хăнăхăва илни специалистсене кирек мĕнле сферăра та ĕçлеме май парать. Мĕншĕн тесен low-code платформăпа экономикăн пур отраслĕсенче те, патшалăх секторĕнче те усă кураççĕ. Паян илнĕ пĕлӳ ачасене малашне аталанса карьера енчен ӳсме май парĕ», — палăртать Раççей Цифра министерствин программăсемпе проектсене координацилекен Департамент директорĕ Татьяна Трубникова.

«Урок цифры» вĕренӳ проектне Раççей Федерацийĕн Цифра, Вĕренӳ министерствисем, «Цифровая экономика» АНО, «1С» компани йĕркелесе пыраççĕ. Кăçал вĕсем пурĕ ултă урок ирттерме палăртнă. «Исследование кибератак», «Цифровое искусство: музыка и IT», «Квантовый мир: так устроен квантовый компьютер» темăсемпе уроксем пулса иртнĕ те ĕнтĕ.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *