Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен 14 çулран аслăрах ачасем хăйсем тĕллĕнех патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистрациленме пултараççĕ. Çакăн çинчен РФ Правительство Председателĕ Михаил Мишустин постановление алă пуснă.
Çапла вара шкул ачисене цифра ресурсĕсемпе ĕçлеме май парать. Малашне ашшĕ-амăшне, ачасене хăйсене те документсем пуçтарма тĕрлĕ инстанцисене çӳрессинчен хăтарĕ. Вĕсем шкултан киле мĕн вĕренме панине, хăйсен пĕлĕвне мĕнле паллăсемпе хакланине пĕлме пултарĕç, малалла вĕренме каймалли заведенисем пирки те çăмăллăнах информацисем тупĕç, ытти пулăшусемпе те усă курĕç. Регистрациленме СНИЛС, паспорт, мобильлĕ телефон номерĕ тата электронлă почта адресĕ кирлĕ. 14 çул тултарманнисем ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистраци тума пултараççĕ.