Ĕçе юратакан ӳсĕм çулĕпе утать

Ĕçе юратакан ӳсĕм çулĕпе утать

Тукай Мишер вăтам шкулĕнче  19  çул  тăрăшакан  Дина Миназимовна Гималтдинова  Тутарстан респуликинче йĕркеленĕ «Тутар чĕлхине вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса хутшăннă, çĕнтерӳçĕсен  йышне кĕнĕ. 

Дина Миназимовна  вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парас, пĕлӳ шайне ӳстерес тесе тăрăшать. Тăтăшах конкурссене, фестивальсене хутшăнать. Ыттисен паха опычĕпе паллашасси уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл  çеç-и? Педагог вĕрентекен ачасем те вун-вун конкурса хутшăнаççĕ. Олимпиадăсенче, фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, призер ятне тивĕçеççĕ. Вĕрентекеншĕн  — çакă чи хакли.  

Унăн вĕренекенĕсем, Алсу Шайдуллина 2015 çулта  тутар чĕлхипе Пĕтĕм халăхсен олимпиадинче çĕнтернĕ, Алсу Зинетуллина 2016 çулта, Лейсан Алапова  2017 çулта олимпиадăра призер ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ çулсенче Айсылу  Зарипова   Пĕтĕм халăхсен олимпиадинче тутар  литературине лайăх пĕлнипе палăрнă. Вăл çĕнтерӳçĕ тата призер пулнă. Раççейри олимпиадăсенче Айнур Фейзрахманов, Айзиля Садыкова вĕренекенсем те  палăрнă.  Ачасен çитĕнĕвĕ, вĕрентекен тăрăшулăхĕсĕр пулмасть. Дина Миназимовна  тăван чĕлхене аталантарас, ачасене унпа ытларах кăсăклантарс тесе  чылай ĕç пурнăçлать. Ахальтен мар олимпиадăсене  хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳсет çеç мар, çĕнтерӳçисем те пур.

Дина Миназимовна 6 «б» класс ертӳçи. Вăл вĕренекенсемпе класс сехечĕсене кăсăклă та хăйне евĕрлĕ ирттерме тăрăшать. Вĕсем ушкăнпа обществăлла ĕçре те хастар. 

Ĕçне кура — хисепĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕлӳпе воспитани парас енĕпе пысăк çитĕнӳсем тунăшăн,  районăн обществăлла ĕçне хастар хутшăннăшăн Дина Миназимовнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тата ытти ведомствăсен Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе  наградăланă. Вĕсен шутĕнче Чăваш республикин тата Тутарстан республикин Вĕренӳ министерствин Хисеп грамотисем.

Педагог шав малалла аталанать. Ачасене тарăн та паха пĕлӳ парас тесе вăтам шкула çитерекен сукмака такăрлатать.  Пушă вăхăт тупăнсанах  пĕлĕве ӳстерет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать.

А.Ефремова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *