Понедельник, 29 апреля

Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ

Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ

Районти  кирек хăш яла илсен те аслă ӳсĕмри çынсем хушшинче фермăра ĕçленисем  чылайăн. Пĕрисем икĕ-виçĕ уйăх, теприсем çулталăк тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи вăхăтсенче çеç мар, 70—80 çулсенче те фермăра ĕçлеме йывăр пулнă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тума тивнĕ. Ирхине ирех тухса кайса  кунĕпех  пушанайманни те пулнă. Çак йывăрлăхсене вăл вăхăтсенче те пурте чăтайман. Фермăра пĕр улшăнмасăр 30—40 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем чăннипех те чыс-хисепе тивĕç.

Аслă Çĕрпӳелĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Соколова  ача чухне, паллах, фермăра ĕçлеме шутламан та пулĕ. Ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлӳ илес тесе Комсомольски ялне çити çӳренĕ. Малашлăхра вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа ăна тĕллевне  пурнăçлама май паман. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ тĕле амăшĕ йывăр чирлесе ӳкет, кукамăшĕ те çĕре кĕрет. Çемьере хăйĕнчен 9 çул кĕçĕнрех йăмăкĕ пур. Пĕтĕм йывăрлăх  Юля çине тиенет. Ĕçрен хăраман хĕр колхозри сĕт-çу фермине пăрусем пăхма вырнаçать. Ферма ĕçĕ уншăн ют мар, уроксем хыççăн вăл пĕрре мар амăшне пулăшма унта çӳренĕ. Çавăнпа та унти йывăрлăхсем ăна хăратса тăман. Ĕçе тăрăшса, тĕплĕ тунине кура пултаруллă хĕре ĕнесем сума илеççĕ. Çапла вара 1962 çултан Юлия Ивановна дояркăра ĕçлеме пуçлать. Хĕллепе кĕркунне, çуркунне тĕттĕмле, çулла тул çутăлнă çутăлманах вăл Аслă Çĕрпӳел сĕт-çу фермине çитет. Алла сенĕк-кĕреçе тытса тислĕкне те тасатнă, апатне те хăйсемех валеçнĕ. Витрепе шывне те, сĕтне те йăтнă, тулли флягăсене те урапасем çине тиенĕ. Ĕнесене алăпа сунă. Ĕç условийĕсем те малтанхи çулсенче япăх пулнă. Кивĕ витесене çĕннисемпе улăштариччен тислĕкпе пыльчăк нумай çăрма тивнĕ, ураран резина атă кайман. Паянхи фермăсемпе танлаштарма та çук. Сĕт сумалли машинăсем каярахпа çеç çитнĕ. Дояркăсем унччен 18—20 е ытларах та ĕнене алăпа сунă.

1965 çулта Аслă Çĕрпӳел каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Юратнă мăшăр телейлĕ те тулăх пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса вĕсене ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларас тесе тăрăшнă. Анчах та çемьене йывăр хуйхă килсе çапать, Юлия Ивановна мăшăрсăр тăрса юлать. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк, асли те 14 çулта анчах. Йывăр хуйха  çĕнтерме чăтăмлăх тупать вăл. Ачисемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн пурăнать, ĕçлет пултаруллă хĕрарăм. Фермăра тăрăшма та, килти хуçалăха тытса пыма та хăват çитерет. Ачисене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать.

«Красный Октябрь» колхоз вăл ĕçленĕ çулсенче районта çеç мар республикăра та кĕрлесе тăнă. Çитĕнӳсемпе кăтартусене, паллах, Ю.Соколова пек пултаруллă ĕçченсем тунă. Вĕсене çăмăл килмен, çапах та мĕн пĕчĕкрен нуша-тертне курса  ӳснĕскерсем йывăрлăхсене парăнман. Юлия Ивановна хастарлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ. 1973 çулта дояркăна «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă парса чыс тунă. 1978 çулта вăл III степеньлĕ, 1985 çулта II степеньлĕ «Ĕç мухтавĕ» орденсем  илме тивĕç пулнă. Ю.Соколован республика, район, колхоз шайĕнчи Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те чылай. Вăл дояркăсем хушшинче сĕт сăвас енĕпе ирттерекен районти ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă, малти вырăнсем йышăннă. 1981 çулта вара çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Ĕçчен çынна ял савать. Юлия Ивановна ял Совет депутачĕ те пулнă. 1979 çулта маттур хĕрарăма район совечĕн депутатне те суйланă. Пур çĕрте те вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă.

Ял çинче хастар ĕçĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ Ю.Соколова  80 çул тултарчĕ. Халĕ вăл ачисемпе, мăнукĕсемпе туллин савăнать. Вĕсем пурте тĕп киле пуçтарăнсан хĕрарăм чун-чĕри нимĕнпе виçейми савăнăçпа тулать. Юлия Ивановнан çамрăк чухнехи ĕмĕтне вăтам ывăлĕ Валера тата мăнукĕ Светлана пурнăçланă. Вăсем педагог профессине суйласа илнĕ.

Юбиляра сумлă кун ячĕпе Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин саламланă, РФ Президенчĕн  В.Путинăн саламне тата парнесем панă. Юлия Ивановнăна çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр суннă.

А.Иванов,

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *