Тăрăшуллă çамрăк механизатор

Денис Владимировăн ĕç кунĕ çулла-и, хĕлле-и ирхине ирех пуçланать. Тракторпа фермăра ĕçлет те вăл выльăх-чĕрлĕх патне вăхăтра çитмелле. Чĕлхесĕр янаварсем хăйсен апат вăхăтне лайăх пĕлеççĕ. Продукци илесси вара механизатор хăйне шаннă ĕçе мĕнле пурнăçланинчен те килет. Вăхăтра тата çителĕклĕ апатпа тивĕçтерейменни тепĕр чухне сăвăма чакарма та пултарать. Çавăнпа та фермăра ĕçлекен трактористăн умĕнче яваплăх пысăк.

Денис Валерьевич «Слава» ял хуçалăх кооперативĕнче 2014 çултанпа тăрăшать. Ĕç стажĕ пур пулин те вăл ӳсĕмпе çамрăк механизатор шутланать. Мĕншĕн тесен машинăпа трактор паркĕнче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ 40_50 е ытларах та çултан иртнĕ. Патăръелĕнчи училищăра вĕренсе тракторист правине илнĕ. Техникăна юратасси ун мĕн  пĕчĕкренех пуçланнă. Çемье пуçĕ В. Владимиров пĕр вăхăт хуçалăхра тĕп инженер пулса ĕçленĕ вăхăтра унпа пĕрле машинăпа трактор паркĕнче пĕрре мар пулнă. Хăватлă  трактор рульне тытса пыракансем  çине ăмсанса та пăхнă.

Д.Владимиров ытларах фермăра ĕçлет терĕмĕр те, çурхи ака-суха вăхăтĕнче тата çу кунĕсенче хире тухма тивет. Çуракинче, акă, фермăри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн сӳре çаклатать. Утçире утă тюкĕсене тиесе турттармалла пулать. Сенаж хунă вăхăтра хиртен симĕс массăна траншейăсене  илсе килнĕ çĕрте тăрăшĕ. Погрузчикпа ĕçленĕ май ытти ĕçсем те тупăнсах пыраççĕ. Техника юсавлă пулсан ĕçлес килет. Çавăнпа та Денис хăйне шанса панă трактора яланах кирлĕ шайра тытма тăрăшать.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *