Сывлăх пултăр сана ĕмĕрех

Сывлăх пултăр сана ĕмĕрех

 Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ. Тукай ялĕнче çуралса  ӳснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех «Заря» колхозра тăрăшнă Дарья Михайловна Шурбина хурлăхне те, савăнăçне те, нуши-тертне те нумай курнă, пурнăçĕнче тав сăмахне те сахал мар илтнĕ.

1932 çулта кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Виççĕ тултарсан амăшĕ вилнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ăна ашшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Шкулта тăрăшса вĕренмелле, урамра тантăшĕсемпе савăнăçлăн выляса-кулса çӳремелле чухне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать.  Вăйпитти арçынсем çапăçу хирне тухса каяççĕ, яла ватăсемпе хĕрарăмсем çеç юлаççĕ. Вĕсене пур ĕçре те пулăшакансем вара, паллах, пĕве çитнĕ яш-кĕрĕм пулса тăрать. Тарье вăрçă пуçланнă çул 9 çул анчах тултарнă пулин те вăй çитернĕ ĕçсене хутшăннă. Хирте тырă пучахĕсем пуçтарни, уйсене çум курăкран тасатни асĕнче юлнă. Вут-шанкă туртма вăрмана та пĕрре мар кайнă. Çĕнтерĕве пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ, анчах та пурнăç хăвăрт лайăх енне улшăнман-ха. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха çĕклесси пĕве кĕрсе пыракан хĕрсем çине те тиеннĕ. Вĕсем вăрман касма та çӳренĕ, сухапуç та тытнă…

Дарья Михайловна çамрăклах фермăра ĕçлеме пуçланă. Сурăхсем те пăхнă вăл. Çапах та ĕçри пĕтĕм пурнăçĕ Тукайри сысна фермипе çыхăннă. Куллен ĕçе çӳренĕ, 6 ачине пăхса ӳстерме те май тупнă. Аппăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен унăн ачине те хăй çемйине пурăнма илнĕ. Ăна тăван ачи пекех пăхса ӳстернĕ. Мăшăрĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлсан  татах та йывăр лекнĕ ăна. Шăпах вăл çулхине икĕ ывăлĕ Совет Çарĕнче службăра пулнă, кĕçĕннисем пуçламăш класа çеç кайнă-ха. Ачисене ура çине тăратма çăмăлах пулман пĕччен хĕрарăма. Вăй-халне шеллемен Д.Шурбина, тăрăшнă. Вĕсене  пурне те тĕрĕс тĕкел пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ, Олег Афганистан республикинче службăра пулнă вăхăтра мĕн чухлĕ кулянман-ши? Çĕрĕпе çывăраймасăр куççуль тăкнă каçсем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Çакна амăшĕ хăй анчах пĕлет.

Хастар ĕçшĕн Дарья Михайловна чылай наградăна тивĕçнĕ. «Ĕç ветеранĕ», «Чăваш автономине — 100 çул» медальсем те пур унăн, Хисеп грамотисем те чылай. Д.Шурбинашăн вара чи пысăк парне вăл — ачисем пĕрле пуçтарăнни, ывăлĕсемпе хĕрĕсемпе, кинĕсемпе кĕрӳшĕсемпе  калаçни. Унăн кăмăлне 12 мăнукĕпе 5 мăнмăнук савăнăç кӳреççĕ.

Çак кунсенче Дарья Михайловна 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов саламларĕç, РФ Президенчĕн саламне тата хаклă парнесем пачĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунчĕç.

Тăхăр теçетке урлă каçнă пулин те ĕçсĕр ларма юратмасть вăл. Çанталăк ăшăтасса чăтăмсăр кĕтет. Юлашки çулсенче Комсомольскинчи Лена хĕрĕ патĕнче хĕл каçать пулин те çуркунне тăван ялне таврăнать. Пахчара ĕçлеме юратать, пĕчĕккĕн кăштăртатсах пахчаçимĕç туса илет. Ĕмĕрĕпе çĕр çинче ĕçленĕ çынна  çĕр ĕçĕ хăй патне туртатех çав.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *