Вут тухасран асăрханăр

Хĕллехи сивĕ кунсене хĕвел ăшшипе хăваласа çуркунне çитрĕ. Çавна май çутçанталăк ытамĕнче канас текенсем те, ытти çулсенчи пекех, çитес вăхăтра нумайланĕç. Анчах та асра тытмалла: шăпах çак тапхăрта «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ӳсет. Вут-çулăм пĕрре хыпса илсен никама та шеллемест% вăрман пурлăхне кĕллентерет, чĕрчунсен пурнăçне татать, çын сывлăхне шар кăтартать. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Вăрманта çӳренĕ чухне пирус туртма юрамасть. Сӳнтермен пирус тĕпĕсем — инкек сăлтавĕ. Çавăн пекех вăрман уçланкисенче пушă кĕленчесем е урăх ăпăр-тапăр пăрахса ан хăварăр. Бензинпа, краççынпа тата ытти çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе йĕпеннĕ çĕтĕксене пăрахса хăварни те ырă патне илсе çитермест. Çутçанталăк пурлăхне пĕрле упрар.

Э.Павлов,

Комсомольски вăрман

участокĕн лесничийĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *