Пятница, 26 апреля

Çĕнтерӳçĕсем район чысне хӳтĕлĕç

Çĕнтерӳçĕсем район чысне хӳтĕлĕç

Мартăн 29-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра  районти вĕренӳ учрежденийĕсен вĕренекенĕсем хушшинче армспортпа ăмăртусем иртнĕ. Унта 10 шкулти 2007—2008 çулсенче çуралнă хĕрсем тата каччăсем 7 виçе категорийĕнче алă вăйĕ виçсе тупăшнă. 

Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, хĕрсем хушшинче 40 килограмлă виçере Анна Казакова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Алсу Шарафутдинова (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Юлия Хораськина (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) — 3-мĕш.

45 килограмлă виçере Анастасия Чуркина (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăнпа, Анна Шамбулина (Хырай ,нел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Светлана Шакмакова (Шурут вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăнпа палăрнă.

50 килограмлă виçере Илсия Гинятуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Софья Козлова (Шурут вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Ландыш Ахметзянова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăн йышăннă.

55 килограмлă виçере Энзиля Шафигуллова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăна, Рамина Садртдинова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Анна Иванова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăна тухнă.

60 килограмлă виçере Алиса Прокопьева (Тăманлă Выçли шкулĕ) — 1-мĕш вырăна, Лейсан Ямалетдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 2-мĕш вырăна, Камилла Челищева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) — 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

70 килограмлă виçере Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Кристина Медведева 1-мĕш пулнă. 70 килограмран йывăртараххисем хушшинчи ăмăртура Эльвина Мухаметшина (Чĕчкен тĕп шкулĕ) 1-мĕш вырăн йышăннă, Дина Арифуллина (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Валерия Петрова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — 3-мĕш.

Каччăсем хушшинчи тупăшусенче 1—3-мĕш вырăнсем çакăн пек пайланнă:

45 килограмлă виçе — Ильшат Галимзянов (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Булат Алеев (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш вырăн, Арсений Матросов (Шурут вăтам шкулĕ) — 3-мĕш вырăн;

50 килограмлă виçере — Азат Атакаев (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Азат Гайнуллин (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Кирилл Пыркин (Шурут вăтам шкулĕ) — 3-мĕш;

55 килограмлă виçере — Алмаз Ибрагимов (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 1-мĕш, Дмитрий Филиппов (Хырхĕрри тĕп шкулĕ) — 2-мĕш, Ярослав Кокорев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул) — 3-мĕш;

60 килограмлă виçере — Роман Васильев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул) — 1-мĕш вырăн, Агзем Гинятуллин (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 2-мĕш вырăн, Фоат Хасянов (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) — 3-мĕш;

65 килограмлă виçере — Тимур Никитин (Хырхĕрри тĕп шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Расиль Гайнуллов (Чĕчкен тĕп шкулĕ) — 2-мĕш вырăн, Айнур Садртдинов (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 3-мĕш вырăн;

70 килограмлă виçере — Аяз Зейнетдинов (Чĕчкен тĕп шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Рамис Самкин (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш вырăн, Айдар Ибрагимов (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 3-мĕш вырăн;

70 килограмран пысăкрах виçере — Егор Ятманов (Хырхĕрри тĕп шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Айнас Габдуллов (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш вырăн, Салават Камалиев (Шурут вăтам шкулĕ) — 3-мĕш вырăн.

Çĕнтерӳçĕсем апрелĕн 2-мĕшĕнче Патăръелĕнче  иртекен республика шайĕнчи армспорт ăмăртăвĕнче тупăшĕç.

Е.Тихонов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *