Тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç

Тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç

Çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарма, малашнехи тĕллевсем палăртма ял тăрăхĕ çулсеренех  граждансен пухăвĕ ирттерет. Шăпах унта куллен кун хумхантаракан ыйтусене ушкăнпа сӳтсе явмалла, канашламалла, сĕнӳсем памалла та… Çак шухăшсене палăртрĕ Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов пухăва уçнă май.

Малтанах демографиллĕ лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл савăнмаллиех мар. Кăтартусемпе паллаштарнă май ун сăмахĕсенче пăшăрхану палăрчĕ. Ялсенче пурăнакансен йышĕ чаксах пырать. Акă, 2011 çулхипе танлаштарсан Чĕчкен тата Аслă Чурачăк ялĕсенче пурăнакансен шучĕ сахалтан та 300 çын чухлĕ чакнă. Çакă ытларах ватă çынсем çĕре кĕнипе çыхăннă пулин те, çамрăксем яла сахал юлнин, çуралакансен шучĕ пăчĕк пулнин витĕмĕ те пур. Иртнĕ çул икĕ ялĕпе те 11 ача çеç çут тăнчене килнĕ, вилекенсен  шучĕ чылай пысăкрах.

Ял инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшу пама  тăрăшать-ха, ял халăхĕн хăйĕн те пуçаруллăрах пулмаллине палăртрĕ пуçлăх. Икĕ ялти пур урамсене те вак чул сарса хытарнă, вĕсене çулсеренех мĕн май килнĕ таран юсаса тăма тăрăшаççĕ. Кăçал «Солнечная» урама вак чул сарма палăртнă, юсав ĕçĕсем те пулĕç.

Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те чылай ĕçленĕ. Çӳп-çап пăрахмалли контейнерсем таврашне хĕл кунĕсенче куллен юртан тасатнă. Анчах та вĕсене йăлара усă куракан ăпăр-тапăрпа çеç мар, йывăç çапписемпе те, çумкурăкпа та тултарса хунă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.

Граждансен  пĕр пухăвĕ те шыв ыйтăвне хускатмасăр иртмест. Аслă Чурачăкра ку енĕпе лару-тăру япăх мар пулсан, Чĕчкенте ку ыйту çивĕч тăрать-ха. Ял тăрăхĕн администрацийĕ шывпа тивĕçтерес ыйтупа малашне те тăрăшас тĕллевлĕ.

Юрий Геннадьевич ял тăрăхĕнчи вĕренӳ, сывлăха сыхласси, культура пурнăçĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Пĕчĕк ачасем Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсем çумĕнче кĕске вăхăтлăх ушкăнсене çӳреççĕ-ха, анчах та ял тăрăхĕнче садик кирлех пулнине палăртса хăварчĕ. Чылай амăшĕ ачисене яра куна никампа хăварма май çуккипе ĕçе тухаймасть.

Икĕ ялĕпе уйрăм çынсем 277 пуç ĕне тытаççĕ. Урăх выльăх усракансем те сахал мар. Иртнĕ çул ĕне тытакансене патшалăх хушма пулăшу панăччĕ. Кăçал çавăн пек пулăшăва илес тесен хăй тĕллĕн ĕçпекен пек (самозанятый) регистрациленмелле. Кирек мĕнле çĕнĕлĕх пекех çакна та халăх шикленерех йышăнать. Çавăнпа та пухура ку ыйтупа пуçлăх тĕплĕн чарăнса тăчĕ, районтан килнĕ специалистсем те пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Ю.Лукиянов  кăçал пурнăçламалли тĕллевсемпе те тĕплĕ паллаштарчĕ. Çул-йĕре пăхса тăмалла, вут-кăвар сиксе тухасран асăрханассине вăйлатмалла, ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшарах ĕçлемелле, право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешсе профилактика ĕçне вăйлатмалла, халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе спорт тупăшăвĕсем йĕркелемелле, кăçал паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май мероприятисем  ирттермелле тата ытти енĕпе те тăрăшмалла.

Ял тăрăхĕн ĕçне йĕркелеме старостăсем те чылай пулăшу параççĕ. Ю.Лукиянов Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ял старостисене И.В.Григорьевпа Р.С.Садыкова маттур пулнăшăн Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Пуху ĕçне районти тĕп больницăн, шалти ĕçсен, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен,  социаллă хӳтлĕх пайĕсен, РФ Пенси фондчĕн районти уйрăмĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн представитĕлĕсем хутшăнчĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем  çине хуравларĕç. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Р.М.Шарафутдинов хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Икĕ ялта фермăра, техника паркĕнче е хирте ĕçлекен кăна мар, бухгалтер та тупаймастпăр» тени шухăша ямалла. Пĕрлешӳллĕ хуçалăхпа ялсен пурнăçĕ тачă çыхăннă. Председатель кооператива ĕçлеме  çамрăксем пырасшăн мар пулнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Н.Митюков пĕтĕмлетрĕ, ял çыннисене кулленхи пурнăçра ăнăçу сĕнчĕ.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *