Понедельник, 9 декабря

Чи кирли – ăсталăха ӳстерни, çĕнтерӳшĕн ăнтăлни

Чи кирли – ăсталăха ӳстерни, çĕнтерӳшĕн ăнтăлни

Кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче шахмат вăййипе иртнĕ республика чемпионатне пирĕн районта çуралса ӳснĕ Сергей Спиридонов та хутшăннă. Вăл «хăвăрт шахмат» енĕпе выляса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ял ачи ытларах хускануллă спорт енĕсене кăмăллать. Ăна футбол, хоккей, волейбол вăййисем çывăх, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать вăл, çуран чупма юратать. Шашка-шахмат вара ытларах пĕр вырăнта чылай вăхăт ларса шухăшлама хистет. Çавăнпах та пулĕ çак спорт енĕсем яллă вырăнсенче анлă сарăлнă теме çук. Анчах та çакă унта шашкăлла е шахматла сахал вылянине пĕлтермест.

— Мана атте шкула çӳреме пуçласан шашкăлла выляма вĕрентрĕ, кайран шахматла. Малтан çак вăйăсем  питех кăмăла кайман мана. Шашка хăми умне ларсан «çитермелле», «пемелле» выляма тăрăшаттăм. Пысăкланса пынăçемĕн эпĕ район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи шашка-шахмат секцине çӳреме пуçларăм. Кунта мана спорт мастерĕн кандидачĕ В.В.Ильин шахмат вăййипе чăннипех те «чирлеттерсе» ячĕ. Атте, Емельян Васильевич, хăйпе вылянă чухне нихăçан та мана çăмăллăхсем паман, яланах  çĕнтеретчĕ. Хăй тĕллĕн лайăхрах шутлама вĕрентĕр тенĕ ĕнтĕ.  Виталий Васильевич мана хавхалантарса пыратчĕ. Хускануллă вăйăсем тенĕрен, вĕсенчен те айккинче тăман, футбол енĕпе шкулăн пĕрлештернĕ командинче те вылянă. Пĕр вырăнта ларса выляма тивекен шахматистшăн хусканусем туни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, — аса илет Сегей Спиридонов.

Пĕр шкулта вĕренекенсем шахматла выляса республика шайĕнче те палăрнине кура унăн та ăсталăхне ӳстерес туйăм вăйланать. Шахмат хăми умĕнче ларнипе пĕрлех библиотекăран паллă гроссмейстерсен кĕнекисене илсе вулать, вĕсем пысăк шайри ăмăртусенче мĕнле вылянине çырса илсе тишкерет, шахмат задачисем шутлать. Паллă шахматистсен биографийĕпе çыхăннă литературăпа уйрăмах интересленсе паллашнине палăртмалла. Вĕсен аталану çул-йĕрне тĕпчесе тĕслĕх вырăнне хунă.

Тăрăшуллăх хăй çимĕçĕсене паратех. Сергей районти ăмăртусенче çеç мар, республика шайĕнчи тупăшусенче те малти вырăнсем йышăнма пуçлать. 13 çулта вăл шахмат вăййипе пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçлать. 2000 çулта 14 çул тултарайман шахматистсем хушшинче республика чемпионĕ пулса тăрать, 18 çула çитичченхисем хушшинче выляса 2-мĕш вырăн йышăнать. Атăлçи федераллă округ шайĕнче иртнĕ ăмăрту çамрăк шахматист асĕнче чылайлăха асра юлнă. Вăл маларах республикăри 20 çула çитмен шахматистсен ăмăртăвĕнче 7 очко пуçтарма май пур çĕртен 7-не те пуçтарса чемпион пулса тăнă. Анчах та пысăк шайри Ульяновск хулинче иртнĕ тупăшăва кайма республикăран çул çине валли те укçа-тенкĕ уйăрса паман, тренер тăрăшнипе çеç унта çитме пултарнă. Ун хыççăн республика тулашĕнчи тĕрлĕ шайри чемпионатсем, спартакиадăсем, турнирсем нумай пулнă: Хусан, Йошкор-Ола, Чулхула… Вĕсенчен пуринчен те тенĕ пекех малти вырăнсемпе таврăннă. Çĕнсе илнĕ призсемпе кубоксен, медальсен, Хисеп грамотисен шутне пĕлмес те. Питĕ нумай вĕсем унăн. «Ятарласа шутламан», — терĕ вăл кĕскен наградăсем пирки сăмах пуçарсан. Анчах та кашни çĕнтерӳ унăн ăсталăхне, пултарулăхне кăтартса паракан тĕкĕр. Сергей Емельяновича çĕнсе илнĕ наградăсем интереслентермеççĕ, вăл яланах шыравра, малашлăхра. Пурнăçĕнче тĕрлĕ турнирсенче паллă гроссмейстерсенчен те, спорт мастерĕн кандидачĕсенчен те пĕрре мар выляса илнĕ пулин те паянхи кун та вăл пĕрремĕш разряд шахматисчĕ анчах. «Çакă ниме те пĕлтермест, чи кирли ăсталăха ӳстерсе пыни, çĕнтерӳшĕн ăнтăлу пулни. Шахматра рейтинг шайĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăна çĕнтерӳпе çеç ӳстерме пулать», — хуравлать  С.Спиридонов.

Экономист специальноçĕпе пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл РФ Казначействин, Пенси Фончĕн органĕсенче те тăрăшнă. Ачасен психологийĕпе шухăшлавне пĕлес шутпа Шупашкарти пĕр шкулта та ĕçлесе пăхнă. Сергей Емельянович малашнехи пурнăçне ачасене шахмат тĕнчине илсе кĕрес ĕçпе тачăрах çыхăнтарасшăн. Халĕ вăл уйрăм çыннăн шахмат шкулĕн тренерĕ.

«Шахмат ачасен шухăшлавне аталантарма пулăшнипе пĕрлех хăйсен начар тата лайăх енĕсене тишкерме вĕрентет. Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва çирĕплетет, тимлĕхе  ӳстерет», — тет вăл.

Шахмат хăми умне ларсан Сергей Емельянович яланах хăйĕн пĕрремĕш тренерĕ В.В. Ильинăн тата ашшĕн вĕрентсе каланă сăмахĕсене аса илет. Çулсем иртсен те вĕсен канашĕсем пуçĕнчен тухмаççĕ, ăмăртура та, кулленхи ĕçĕнче те ăна хавхалантарса пыраççĕ. Паянхи кун С.Спиридонов «блиц» тата «классика» шахмачĕсенчен «хăвăрт шахмат» енне ытларах кăмăллать.

«Сергей паянхи кун Чăваш енти лайăх шахматистсенчен пĕри. Вăл шахмат вăййине лайăх ăнланать, нумай пĕлет, унăн ăсталăхĕ те пысăк», — палăртать нумай хут республика  чемпионĕ пулнăĔ халĕ тренер Анатолий Иванов.

«Мана ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Вĕсем çак вăййа юратни, çине тăрса вĕренме тăрăшни, ăсталăхне ӳстерсе пыма ăнтăлни савăнтарать. Паянхи ачасем пирки хурласа калаçнине те илтме пулать, анчах та вĕсем хушшинче тăрăшуллисем нумай. Вĕсемпе татах та хавхаланса ĕçлес тĕллевлĕ», — хăпартланса каласа парать С.Спиридонов.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *