Рейдсем иртеççĕ

Рейдсем иртеççĕ

Ĕçченсене  право хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕр ĕçлеттерекен,  налук тӳлессинчен пăрăнакан предпринимательсене, организацисен ертӳçисене тата хут çинче «кăтартман» ĕç укçине тупса палăртас тĕллевпе районта  тăтăшах рейдсем иртеççĕ.

Çак кунсенче налук инспекцийĕн, прокуратура тата район администрацийĕн специалисчĕсем предприниматель ĕçне пурнăçлакан 5 вырăна тĕрĕсленĕ. 4 объектра ĕçченсемпе ĕç паракан хушшинче ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлеттерни палăрнă. 1 объектра ĕç укçин виçи  саккунпа  палăртнă отрасльти  ĕç укçин чи пĕчĕк калăпăшĕнчен  пĕчĕкрех пулнă.

Уйрăм предпринимательсене тата организаци ертӳçисене ĕçченсемпе ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелеме тата ĕç укçин виçине пысăклатма сĕннĕ. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *