«Çĕнтерӳ пуйăсĕ» ĕмĕрлĕх асра

«Çĕнтерӳ пуйăсĕ» ĕмĕрлĕх асра

Мартăн 19—21-мĕшĕсенче Чăваш енре пурăнакансем «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» экспозиципе паллашрĕç.  9  вакунран тăракан состав виçĕ кун Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче куракансене йышăнчĕ.  «Çĕнтерӳ пуйăсĕпе» паллашас текенсем республикăра чăннипех те нумайăн пулнă. 

Уйрăмах шкул ачисем унта çитсе курма ĕмĕтленнĕ. Çак йышра Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен Иван Филиппов та пулнă. 6-мĕш класра пĕлӳ пухакан Иван пуйăсра пулса курнă хыççăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕ.

— Пуйăсри экспозицие Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ. Унта вăрçă умĕнхи вăхăтран пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченхи тапхăрсене пайăн-пайăн сăнланă  Аслă Отечественнăй вăрçăри совет халăхĕн вилĕмсĕр паттăрлăхне унта тĕрлĕ мелсемпе туллин кăтартса панă. Наушник тăхăнса  Лидия экскурсовод каласа панине тĕлĕнсе итлерĕм. Лидия машинист пулма ĕмĕтленнĕ, унăн ашшĕ тыткăна лекнĕ, вăл вилнĕ салтаксене хăйĕн куçĕпе курнă,  Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илнĕ… Видеопроекторсемпе ытти мультимедийлă хатĕр-хĕтĕр вăрçăн мĕн пур хăрушлăхне сăнласа парать. Хăрушă та хаяр кунсене историллĕ фактсем, синкерлĕ вăхăтсене чăтса ирттернĕ çынсен аса илĕвĕсем, историллĕ пулăмсене сăнлакан салтак кĕлеткисем, вăрçă вăхăтĕнчи япаласем пĕтĕмпех куç умĕнче пулчĕç.  «Çĕнтерӳ пуйăсĕнче» пулса курни ĕмĕрлĕх асра юлчĕ.  Унта кашни çын çитсе курма пултартăр, — пĕлтерчĕ Иван.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *