Вторник, 23 апреля

Лăпланма иртерех-ха

Лăпланма иртерех-ха

Чăваш енте коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă хăш-пĕр чарусене çăмăллатнă.  Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ ятарлă Хушăва алă пуснă.  Çак документпа килĕшӳллĕн çынсен обществăлла вырăнсене ковидран вакцинациленине ĕнентерекен сертификат тата QR-код кăтартмасан та юрать.  Çав вăхăтрах обществăлла вырăнта маска тăхăнмаллине тата ятарлă дистанцие пăхăнмаллине, 60 çултан иртнисен самоизоляцире пулмаллине пăрахăçламан.

Роспотребнадзортан палăртнă тăрăх регионта короновируспа чирлесси виçĕ хут чакнă, чире те çăмăлрах ирттерсе яраççĕ. Апла пулин те республикăра талăксерен чирлĕ 170 çынна тупса палăртаççĕ. Больницăсене тĕпрен илсен ытларах ватă çынсем хушма чирсемпе лекеççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра ковидпа чирлисене сиплеме 2000е яхăн койка уйăрнă.

Лару-тăру лайăх енне улшăннă пек туйăнать пулин те лăпланмалла мар, хăрушсăрлăх йĕркисене  пăхăнмалла.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *