Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ

Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти физкультурăпа спорт комплексĕнче йăлана кĕнĕ  волейбол  вăййин республикăри турнирĕ иртнĕ.

Кăçал Владислав Ильин вице-адмирал парнине çĕнсе илессишĕн 2004 çултан кĕçĕнрех хĕрсем тупăшнă. Унта хамăр районти 5 шкул спортсменĕсемпе пĕрлех Йĕпреç, Вăрнар, Патăрьел районĕсен командисем те хутшăннă. Ăмăртăва уçнă май Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, район администрацийĕн вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.П. Голыев, «Кĕтне» ентешлĕхĕн районти представителĕ В.Е. Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Н.И.Андреев, «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.Н.Кокорев, «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов сăмах илнĕ, хĕрсене тупăшусенче ăнăçу суннă.

Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ, кашни команда çĕнтерӳшĕн тăрăшнă. Пуринчен те пултаруллăрах пулнине Йĕпреç районĕнчен килнĕ хĕрсем çирĕплетсе панă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Комсомольски 1-мĕш вăтам  шкул команди иккĕмĕш, Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Оргкомитет «Кĕтне» ентешлĕх канашне (В.Е.Михеев), «Урожай» колхоза (председателĕ Ю.В.Егоров), Шурут вăтам шкулне (Н.И.Андреев), «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмне (В.Н.Кокорев), А.З.Заргиров предпринимателе ăмăртăва çӳллĕ шайра ирттерсе яма пулăшнăшăн тав тăвать. Тупăшусем вылякансене çеç мар, куракансене те тулли кăмăл  парнеленине палăртмалла.

П.Порядков.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *