Пятница, 26 апреля

Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Уçă саслă шăнкăрав вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе ачасене парта хушшине йыхăрнăранпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Анчах вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт чупать. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмалли тапхăр та çывхарса пырать. Шкулта 11 класс вĕренсе тухакансем çуллен ППЭ тытасси йĕркене кĕчĕ. Çапах паянхи кун та пĕтĕм çемье пăлханăвĕпе сăлтавĕ пулса тăраççĕ.
2022 çулта Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем мĕнле йĕркепе иртессине уçăмлатас тĕллевпе вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыевпа тĕл пулса калаçрăм.
— Валерий Петрович, ППЭ тытмалли кăçалхи тапхăрсемпе паллаштараймастăр-ши?
— Патшалăх пĕрлешÿллĕ экзаменĕсене маларах тытас тĕллевлисем мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 7-мĕшĕччен тĕрĕслев ĕçĕсем çырма пултараççĕ. Тĕп тапхăр майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен пырать. Расписанире резервлă тапхăр та пур — июнĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен. Хушма сессине сентябрĕн 5—20-мĕшсенче ирттерме палăртнă.
— Экзамен тытмалли йĕркери çĕнĕлĕхсем çинчен каласа параймастăр-ши?
— 2022 çулта шкултан 11-мĕшĕнчен вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй тата суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсем тытаççĕ. Кăçал ППЭ-сенчи заданисенче информацие астуни çеç çителĕксĕр — вĕренекен хăйĕн пĕлĕвĕпе усă курнипе пĕрле анализ тума тата танлаштарма, пĕтĕмлетÿ туса хăйĕн шухăшне уçса, ăнлантарса пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Кĕскен каласан, экзаменсенчи тĕрĕслев ĕçĕсем пĕлĕве практикăра усă курма вĕрентес тĕллевлĕ.
— Улшăнусем мĕнле предметпа тытакан экзаменсене ытларах пырса тивеççĕ-ши?
— Çĕнĕлĕхсем кашни предметпа тытакан экзаменрах пур тесен те йăнăшмастпăр. Уйрăмах математикăра, физикăра тата литературăра пысăк улшăнусем пур. Тĕслĕхрен, базовăй математикăра икĕ пĕрешкел задание пĕрлештернĕ, чăн пурнăçри геометри фигурисемпе тата хăвăртлăхпа е процентпа çыхăннă заданисем хушнă. Профильлĕ математикăра ĕçсенчен чылайăшне йывăрлатнă. Тĕрĕслев ĕçĕ алгебрăри, геометрири пĕлÿ çинче никĕсленнĕ. Функцисене анализ туса теори чĕлхипе ăнлантарса парассипе заданисем кĕртнĕ. Вырăс чĕлхи экзаменĕнче текста стилистика анализĕ тумалла пулать. Литературăпа сочинени çырнă чухне орфографи, пунктуаци правилисене тата грамматика нормисене пĕлнине хакласси çирĕпленнĕ. Кăçалхи экзаменра çыракан сочинени калăпăшĕ 200 сăмахран кая пулмалла мар. Литература шучĕ самаях анлăланнă. Списока ХIХ—ХХ ĕмĕрсен иккĕмĕш çурринчи хамăр çĕршыв тата ют çĕршыв поэзине кĕртнĕ. Кунсăр пуçне ХХI ĕмĕрти литературăна та лайăх пĕлмелле. Физика предмечĕпе тытмалли экзаменра астрофизикăпа пурнăçламалли заданисене кăларнă. Тĕрĕслев ĕçĕсенче тулли хурав памалли задачăсен шучĕ ÿснĕ.
— Вĕренекенсене историпе тата обществознанипе кăçал та сочинени çыртараççĕ-и?
— Асăннă предметсемпе экзамен тытас тĕллевлисене кăçал ирĕклĕ сочинени çыртармĕç. Ун вырăнне сăлтавпа пĕтĕмлетÿ çыхăнăвне палăртассипе çыхăннă тĕрĕслев ĕçĕ хутшăннă. Историпе вĕренекенĕн Аслă Отечественнăй вăрçă темипе анлă хуравлама тата иллюстраци материалĕпе ĕçлеме пĕлмелле. Обществознанире Конституципе РФ законодательствине пĕлнине тĕрĕслекен задачăсем хушăннă.
— Ытти предметсемпе экзамен тытас тĕлĕшпе мĕнле улшăнусем пур-ши?
— Акăлчан чĕлхипе экзаменра выпускник пĕлĕвне пурнăçра усă курма пултарнине тĕрĕслĕç. Географи предмечĕпе тытакан экзаменра та тулли те анлă хурав памалли заданисен шутне ÿстернĕ. Кунсăр пуçне кирлĕ информацие шыраса тупса усă курма пĕлнине тĕрĕслекен 2 заданирен тăракан мини-тест кĕртнĕ. Информатика предмечĕпе тĕрĕслевпе виçев ĕçĕсене таблицăпа усă курса кирлĕ информацие тупма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
— Кашни предметпа миçе балл пухайсан алла аттестат илейĕ-ши вĕренекен?
— Аттестат илме вырăс чĕлхипе — 24 балл, математикăпа 27 балл пухсан çителĕклĕ. Аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕнче малалла ăс пухас шутлисен вырăс чĕлхипе 40 балл, математикăпа 39 балл пухмалла. Ытти хушма дисциплинăсемпе предметне кура 30 — 40 балл пухмалла. Паллах, аслă пĕлÿ илес тĕллевлисен çакна та асра тытмалла. Пĕчĕк балл пухнисем аслă пĕлÿ паракан заведенисене документсем тăратма пултараççĕ, анчах конкурсра нумайрах балл пухни çĕнтерет. Тата вĕренÿ заведенийĕсен вăл е ку факультета абитуриентсем йышăнмалли балсен шайне хăйсем тĕллĕн ÿстерме е чакарма право пур. Çакă уйрăм илнĕ аслă шкул тата конкретлă специальноç сумлăхĕнчен килет.
С.ЕФИМОВА калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *