Понедельник, 7 октября

Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, кăçалхи çул тĕллевĕсене палăртсан вĕсене пĕрле сÿтсе явма ял хуçалăх предприятийĕсем ĕçченсене пухăва пуçтараççĕ. Кăçал районти пĕрремĕш отчетлă пуху «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче иртрĕ.
Хуçалăх иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Пĕлтĕр çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмасан та Асанкассисем уй-хиртен начар мар тухăç илнĕ, çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă. Кирек мĕнле кăтартăва пăхсан та вĕсем районăн вăтам виçинчен пысăкрах, чылайĕшĕпе малти вырăнта. Кооператив председателĕ А.Н.Бахтеров отчет тунă май пуçтарăннисене нумай цифрăсем илсе кăтартмарĕ. Хăйĕн сăмахĕсемпе пĕлтĕр мĕнле йывăрлăхсем пулнипе, кăçал тумалли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Малашне те хуçалăх экономикине аталантарас тесен хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх кооперативĕ пурĕ 66 миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Çак укçа-тенкĕ калăпăшĕн ытларах пайне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ панă. Çавăнпа та кăçал та хуçалăхăн аш-какай, сĕт туса илес енĕпе татах та тимлĕрех ĕçлемелле. Уйрăмах çамрăк выльăх илес, вĕсене тĕрĕс-тĕкел çи- тĕнтерес, кĕтĕве çĕнетес тĕлĕшпе ытларах тăрăшмалла. Çак шухăшсем пулчĕç ун сăмахĕнче. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăх кассине 39 миллион тенкĕ укçа панă. Вăл шутран сĕт сутса — 31 миллион ытла тенкĕ. Сĕт тенĕрен, иртнĕ çул ку продукцие туса илес енĕпе «Асаново» ЯХПК районта чи тухăçлă ĕçлекен хуçалăх пулнă. Кунта пĕлтĕр пурĕ 13902 центнер, виçĕмçулхинчен 12 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Кашни ĕне вăтамран çулталăкра 8425 килограмм сĕт антарнă. Пĕлтĕр хуçалăхра сăвакан 165 пуç ĕне пулнă пулсан кăçал йыша тата ÿстернĕ. Халăхран сĕт пуçтарни те кооператива хушма тупăш илме май панă. Иртнĕ çул уйрăм çынсенчен 9165 центнер сĕт туяннă.
Выльăх-чĕрлĕхрен уй-хир отраслĕпе тухăçлă ĕçлемесĕр продукци илейместĕн. Çавăнпа та председатель вăрлăхсене лайăхлатас, минераллă удобренисем туянас ыйтусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Патшалăх паракан пулăшусемпе те пĕлсе усă курмалла. Пурнăç уй-хир культурисем туса илнĕ чухне çĕнĕ технологисемпе усă курма хистет. Çавăнпа та машинăпа техника паркне çĕнетес енĕпе те тимлемелле. Юлашки çулсенче хуçалăх кредитсем илсех кайман. Хăйсен вăйĕпех патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса кирлĕ техника туяннă. Кăçал тырпул пуçтармалли «Дон» комбайн туянасшăн. Хакĕ пĕчĕк мар, председатель пухура çак ыйтупа калаçрĕ.
Ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул хăйĕн вăйĕпе тунă правленипе пушар деповĕн çуртне хута ячĕ. Кантур производство объекчĕсен çывăхĕнче пулни ĕçлекенсемшĕн те, ертÿçĕпе специалистсемшĕн те меллĕ. Вак-тĕвек ĕçсемшĕнех инçете çÿремелле мар, топливо та, вăхăт та перекетленет.
Пухура ытти ыйтусемпе те калаçусем пулчĕç. Çапла пулмалла та. Хуçалăх аталанăвĕ, унăн пуласлăхĕ пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен килет.
Хуçалăхăн экономикăпа производство кăтартăвĕсене тĕплĕнрех тишкерсе пăхсан, районти чылай хуçалăхпа танлаштарсан «Асаново» ЯХПК иртнĕ çул лайăх, хăш-пĕр кăтартусемпе питĕ лайăх ĕçлени курăнать. Çак шухăшсене район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.В.Селиванов та хăй сăмахĕсенче палăртрĕ. «Асанкассисем ĕçчен те тăрăшуллă халăх. Çĕрсем сирĕн тикĕс мар, сăртлă, тăмлăрах. Эсир çав çĕр çинчен те аван тухăç илме пултарнине ырламалла. Малашне те сире ăнăçусем сунатăп», — терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май. Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов та пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тăрăшакансене çирĕп сывлăх, вăй-хал сунчĕ.
Пĕтĕм тĕнчере коронавирус чирĕ алхаснă май ку мероприятие те сыхлăх мерисене пăхăнса ирттерчĕç. Пухура та А.Н.Бахтеров председатель пурне те çак усал чиртен сыхланма прививка тутарма чĕнсе каларĕ. Кооператив правленийĕ вакцинаци тутарнисене 2 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарни те ырă пулăм.
Хуçалăхра ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсен умĕнчи чи яваплă тапхăр — çураки çывхарать.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *