Ăмăртура палăрнă

Ăмăртура палăрнă

Январĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта 2007—2008 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем ăмăртнă. Пирĕн район спортсменĕсем кĕрешÿре ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкул вĕренекенĕ Николай Казаков 65 килограмлă виçере кĕмĕл призер пулса тăнă. Антон Андреевпа Евгений Давыдов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул/, Тимур Гисматуллин /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул/ хăйсен виçисенче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Спортсменсен тренерĕ — Валерий Денисов.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *