Ертÿçĕне асăнса – турнир

Ертÿçĕне асăнса – турнир

Иртнĕ эрнере Шурут вăтам шкулĕнче Комсомольски районĕн тата Шурут ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинне А.Н.Ершова халалласа волейбол турнирĕ иртнĕ.
Алексей Никифорович нумай çул «Урожай» колхоза ертсе пынă, спорт енĕсенчен уйрăмах волейбол вăййине юратнă. Шел, пултаруллă ертÿçĕн чĕри иртнĕ çул ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Ун ятне асра тытас, районта волейбол вăййине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ турнира килнисем малтанах хисеплĕ çынна асăнса пĕр минут шăп тăнă. Председателĕн тăванĕсем, пĕрле ĕçленисем, район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Маштанов, «Урожай» колхоз председателĕ Ю.Егоров тата ытти хăнасем Алексей Никифорович çинчен аса илнĕ, тупăшусенче ăнăçу суннă.
Турнира кăçал район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕ- сен ертÿçисен пĕрлештернĕ командисем хутшăннă. Хĕрÿ вăйăсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен команди куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем медальсене тивĕçнĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *