Футболла вылянă

Футболла вылянă

Январĕн 22-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра республикăри тутар командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 11 команда хутшăннă. Чи хастартарах выляканни «Урмай» команда пулнă. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамсен — «НКАТ» команда, виççĕмĕшĕнче — районти шалти ĕçсен пайĕн «Динамо» команди.
Çавăн пекех маттур вылякансене уйрăммăн палăртса хăварнă. Чи лайăх гол тапса кĕртекенни — Рестем Ильясов, чи лайăх хÿтĕлевçĕ — Айнур Шайдуллин, чи лайăх тапăнса вылякан — Фаим Юнусов, чи лайăх хапхаçă — Рустам Камальтдинов, чи лайăх вылякан — Алмир Ялюков, чи лайăх капитан Энис Биккулов тесе палăртнă.
С.ОРЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *