Пятница, 19 апреля

Вакцинаци тумалла. Çĕнĕ штамм питĕ хăвăрт сарăлать

Вакцинаци тумалла. Çĕнĕ штамм питĕ хăвăрт сарăлать

Юлашки вăхăтра «омикрон» штамм пирки нумай калаçаççĕ. Европăра анлă сарăлнăскер, Раççее те килет. Эппин тухтăрсен хатĕр пулмалла. Ытларикун республикăри оперативлă штаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăри больницăсенче çĕнĕ штампа инфекциленнĕ пациентсене йышăнма хатĕр. Раççейре «омикрон» штампа чирленĕ çынсем пур. Çавна май çитес вăхăтра чир республика территорийĕнче те сарăлма пултарать.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра çак вируса тупса палăртнă çĕршывсенчен килекен çынсене тĕрĕслеççĕ. Çак чир питĕ хăвăрт сарăлнипе палăрать. Вăл 94 çĕршывра сарăлма та ĕлкĕрнĕ. Министр çĕнĕ штамм ытларах çамрăк пациентсене, çав шутра ачасене те ернине палăртнă.
«Вакцинациленмен çынсен чирĕ йывăртарах иртет. Çакна Гамалея ячĕллĕ наци тĕпчев ценрĕн специалисчĕсем те çирĕплетнĕ», — тенĕ Владимир Степанов.
Апла пулсассăн паянхи кун чиртен хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел — вакцинаци. Анчах та çакна пурте кирлĕ пек йышăнмаççĕ-ха. Районта пурăнакансем вакцинациленме васкамаççĕ иккен. Чылайăшĕ чир вĕсене сиен кÿмĕ тесе шутлать. Çук çав. Чир никама та шеллеменнине хамăрах курса ĕненетпĕр. Икĕ çул хушшинче вăл нумай çын пурнăçне вăхăтсăр татрĕ, чылайăшĕ чир хыççăн сывлăх енчен хавшак. Çитес вăхăтра вара, «омикрон» штамм килсессĕн лару-тăру тата та çивĕчрех пулма пултарать.
Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, районта пурăнакансене ытларах вакцинацилес тĕллевпе ялсене тухтăрсем тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Вĕсем кашни уйăхрах ятарлă графикпа килĕшÿллĕн çула тухаççĕ.
— Мобильлĕ бригадăсем ĕçленипе ватăсем килтех прививка тутарма пултараççĕ. Сăмахран, январь уйăхĕнче вакцинаци тăвакансем Урмаел салинче, Александровка, Асанкасси ялĕсенче пулнă та. Январĕн 14-мĕшĕнче вĕсем Тукай Мишер салине çитеççĕ. Январĕн 15, 16-мĕшĕсенче шурă халатлă ĕçченсем Комсомольски салинче пурăнакансене вакцинацилеççĕ. Унсăр пуçне районти тĕп больницăра ĕç кунĕсенче прививка тăвакан пункт ĕçлет. Унта кашниех прививка тутарма пултарать. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара, январĕн 13-мĕшĕ тĕлне районти 12051 çын вакцинациленнĕ. Вĕсенчен 4029-шĕ — 60 çултан иртнисем. Ревакцинациленнисем — 892 çын. Хальлĕхе вакцина çителĕклĕ, — пĕлтерчĕ Инна Ивановна.
Василий Васильев, районти обществăлла канаш председателĕ:
«Эпир, мăшăрпа, Альбина Павловнăпа, апрель уйăхĕнчех вакцинациленнĕ. Ÿт температури ÿсмерĕ, хамăра япăх туймарăмăр. Нумях пулмасть «Спутник-лайт» вакцинăпа ревакцинаци те тутартăмăр. Эпир хамăра чăннипех те хÿтлĕхре туятпăр. Ыттисем те, уйрăмах 60 çултан иртнисем, пирĕнтен тĕслĕх илсе прививка тутарсан аванччĕ. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, аслă çулхисене коронавирус уйрăмах пысăк сиен кÿрет. Вăл çеç те мар, нумайăшĕн чире пула пурнăçĕ татăлать, сывлăх хавшать. Кун пек тĕслĕхсене вуншар илсе кăтартма пулать. Сывлăх вĕт çамрăксенни пек мар, организм вируспа кĕрешеймессе те пултарать. Çавна май çынсем сывлăх тĕлĕшпе тата тимлĕрех, яваплăрах пуласса шанас килет. Коронавирус чирĕнчен сыхланас тесессĕн вара вăхăтра вакцинаци туни пĕлтерĕшлĕ. «Хĕрлĕ зонăна» лекекенсем — вакцинациленмен çынсем. Апла пулсассăн унта лекесрен сыхланса, сывлăх пирки тĕплĕнрех шутласа пăхасчĕ те — прививка тутарасчĕ».
Сергей Лукиянов, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ:
«Коронавирус чирĕ пирĕн ял çыннисен пурнăçне вăхăтсăр татнипе те тĕл пултăмăр. Вакцинаци тутарни çак чиртен сыхланмалли чи лайăх мел пулни пирки те илтнех ĕнтĕ. Çапах та прививка тутарма тăхтаса тăракансенчен тĕлĕнетĕп. Чир лексен кая юлма пултарнине мĕншĕн ăнланмаççĕ-ха? Эпĕ хам та, коллективри пур ĕçчен те иртнĕ çул вакцинаци тутартăмăр. Халĕ ревакцинациленме хатĕрленетпĕр. Эпĕ пурне те çак чиртен сыхланас тесен прививка тутарма чĕнетĕп. Коронавируспа чирлесе вилнĕ çынсем хушшинче вакцинаци тутарнисем пулманни — прививка чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел пулнине туллин çирĕплетет».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *