Четверг, 25 апреля

Хаçатпа туслă ветеран

Хаçатпа туслă ветеран

Пĕрле ĕçленĕ, пĕр тĕллевсене пурнăçланă çын çинчен каласа пама пуçласан, тÿрех кирлĕ сăмахсем те тупаймастăн. Лайăхрах пуç тавра çавăрттарса пăхатăн та, унăн пурнăçĕн кун-çулĕ тăрăх утса тухма тăрăшатăн та, ун пирки çырмалли питĕ нумай иккен.
Василий Васильевич Гаврилов ятарласа журналистика пĕлĕвĕ илмен. Апла пулин те район хаçатĕнче 16 çул ĕçлесе хăй ăста корреспондент пулнине кăтартса пачĕ. Ирхине ĕçе çитсенех вăл çитес номер валли кĕске хыпарсем хатĕрлеме пуçлатчĕ. Районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисене шăнкăравласа унти ĕç-пуç, лару-тăру пирки ыйтса пĕлетчĕ. Ку ĕçе тума çăмăлах марччĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, ыйтăва тĕрĕс пама пĕлни кирлĕ пулнă. Маларах КПСС парти райкомĕнче чылай çул ĕçленĕ май района та, ертÿçĕсемпе специалистсене те аван пĕлетчĕ. Тинĕс-çар флотĕнче 3 çул службăра пулса таврăннă хыççăн 2 çул çурă районти халăх сучĕн исполнителĕнче, нумай çул парти райкомĕн пай заведующийĕнче тăрăшнă май, унăн яланах халăх хушшинче пулма тивнĕ. Вăл çулсенче районта çул-йĕр начар пулнă та, аякра вырнаçнă колхозсене çитес тесен çуран та сахал мар утнă. Кун пек чухне тавралăха сăнама та, çынсемпе куçа-куçăн калаçма та вăхăт çителĕклĕ. Сăмах çине сăмах, хуçалăхсенчи лару-тăрупа та тĕплĕнрех паллашатăн. Редакцире ĕçленĕ вăхăтра та Василий Васильевич тăтăшах ялсенче пулатчĕ. Пĕр-пĕр çĕре çитсен колхоз пурнăçĕпе çеç интересленмен. Ял Советне те кĕретчĕ, шкула та çитетчĕ, почтăра, медпунктра, лавккасенче ĕçлекенсем çинчен те манса кайман.
Мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ÿснĕскер районти ăмăртусем, паллă спортсменсем пирки статьясем тăтăшах çыратчĕ. Халĕ те вăл çак темăран айккинче тăмасть, районта çуралса ÿснĕ, халĕ урăх çĕрте пурăнакан ентеш-физкультурниксем пирки хыпарласах тăрать.
Район хаçатĕнче В.Гаврилов «Этем тата саккун» страница хатĕрлесе пычĕ. Унта шалти ĕçсен пайĕн, халăх сучĕн, прокуратурăн ĕçĕ-хĕлне, вĕсенче тăрăшакансем пирки те çутатса тăчĕ. Вăл пуçарнипе «Криминаллă хроника» рубрикăпа хыпарсем чылай пичетленчĕç. Хаçатра общество пурнăçĕн пайне ертсе пынă май районти культура, çамрăксен тата ытти ыйтусемпе те çивĕч статьясем сахал мар çырчĕ.
Паянхи кун та çирĕп-ха вăл. Редакцие тăтăшах кĕрсе тухать. Район пурнăçĕпе çыхăннă интереслĕ материалсем илсе килет. «Манăн пурнăç район хаçачĕпе тата унта ĕçлекенсемпе 1969 çултанпа, эпĕ парти райкомĕнче ĕçлеме пуçланăранпа тачă çыхăннă — унтанпа пĕрре те татăлман. Малашне те, «Каçал ен», унта кирек камсем ĕçлесен те, юратнă, çывăх хаçат пулса юлĕ», — тет пичет ветеранĕ В.Гаврилов. Ăна тата хаçатра ĕçленĕ çынсене, обществăлла корреспондентсемпе юнкорсене Пичет кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулăр, пурнăçăрсем ăнса пыччăр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *