Понедельник, 29 апреля

Ахаль пурăнса ирттермен

Ахаль пурăнса ирттермен

Аслă Чурачăксем тата юнашар ялсенче пурăнакан аслăрах ÿсĕмри çынсем Василий Александрович Кузьмина райпон хатĕрлевçи пулнипе аван пĕлеççĕ. Кашни юнкун Аслă Чурачăкра пасар пулнă май вăл халăхран сурăх, мăйракаллă шултра выльăх, лаша тата ытти чĕрчунсен тирĕсене, сурăх çăмĕ тата ытти чĕртавар йышăнатчĕ. Лашапа ытти ялсене те тухса çÿретчĕ. Пуçтарнă чĕртавара лав çине тиесе Комсомольскинчи хатĕрлев кантурне илсе çитеретчĕ. 1960—80 çулсенче çулĕ те хальхи пек тикĕс те такăр пулман та, тулли лавпа район центрне çитме çăмăлах килмен. Вăтăр çула яхăн хатĕрлевçĕре ĕçлесе Аслă Чурачăкран Комсомольскине мĕн чухлĕ хутламан-ши вăл; Çулла урапапа, хĕлле çунапа çула тухнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çуралнă çынсен ачалăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсемпе тачă çыхăннă. Кам вăл вăхăтра пĕве кĕрсе пынă, кам теттесемпе вылямалли ÿсĕмре çеç пулнă — пурне те йывăр килнĕ. Ашшĕсем, тетĕшĕсем фронтра юн тăкнă, ачасем аслисемпе пĕрле тылра ĕçпе çĕнтерĕ-ве çывхартнă. В.Кузьмин вăрçă пуçланнă çул 8 çулта анчах пулнă-ха. Урамра çара уран чупса тантăшĕсемпе хавассăн вылямалли вăхăт. Анчах та вăрçă ачисен ир çитĕнме тивнĕ. Аслисене уй-хирте те, кил-тĕрĕшре те пулăшнă. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та вĕсем пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттернĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăлах килмен вĕсене. Темĕнле хĕн пулсан та Василий вăтам пĕлÿ илме пултарнă. Анчах та малалла вĕренес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăнă. Çавăнпа та вăл Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбината столяра вырнаçать. Унта каччă çара кайичченех тăрăшать. Виçĕ çул чукун çул çарĕнче службăра пулать. Çуралнă кĕтесе таврăнсан В.Кузьмин Аслă Чурачăкри ялпона ĕçе вырнаçать. Кунта возчик пулса тăрăшать. Вăл вăхăтсенче автомашинăсем сахал пулнипе ял çыннисем валли тавар лашапа илсе килнĕ. Василий Александрович тăхăр çул вырăнти лавккана сутлăх япаласемпе тивĕçтерсе тăрать. Ятарлă курсран вĕренсе тухнă хыççăн ăна райпон хатĕрлев кантурне хатĕрлевçĕне илеççĕ. 1966 çултан пуçласа унăн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ хатĕрлев енĕпе çыхăнать. Вăл çулсенче халăхран выльăх-чĕрлĕх продукцине çеç пуçтарман, хут-хăмăр та, çĕтĕк-çурăк та, эмел курăкĕсем те йышăннă. Патшалăх вăл е ку чĕртавара пуçтарма плансем панă, вĕсене пурнăçлама çирĕп ыйтнă. Василий Александрович хăйне çирĕплетсе панă кăтартусене яланах тенĕ пек ирттерсе тултарнă. Хастар ĕçшĕн ăна Чăвашпотребсоюз пĕрре мар Хисеп грамотисем парса чысланă. 1973 çулта вăл «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна тивĕçнĕ. Пултаруллă пулнăшăн панă наградăсем татах та чылай унăн.
Мăшăрĕпе, Серафима Аверкиевнăпа иккĕшĕ çĕнĕ çурт çĕкленĕ, хуралтăсем çавăрнă. Ултă ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕн-тернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Шел, мăшăрĕ чылай çул каялла çĕре кĕнĕ, пĕр ывăлне те çухатнă. Кинĕ мăнукĕпе пĕччен тăратса хăварман, чылай çул ĕнтĕ Людмила Георгиевна ăна тăван ашшĕ пек пăхса пурăнать. Ялти ФАПра фельдшер пулса тăрăшаканскер ĕçре халăха медицина пулăшăвĕ пама та ĕлкĕрет, Василий Александровича та эмелпе çеç мар, ырă та ăшă сăмахсемпе те сиплет. Ялта пурăнакан икĕ ывăлĕпе кинĕсем те, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем те ун патĕнче тăтăшах пулаççĕ. Мăнукĕсем те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, вĕсем те аслашшĕ-кукашшĕ патне час-часах çитеççĕ. В.Кузьмин халĕ 13 мăнукĕпе, 11 мăнмăнукĕпе савăнать. Чăннипех те мăнаçланма пултарать вăл ачисемпе те, мăнукĕсемпе те. Пурнăçне ахаль пурăнса ирттермен вăл, çĕршыва кирлĕ çынсем çитĕнтернĕ, патшалăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *