Четверг, 25 апреля

Вăрăм ĕмĕрлисем

Вăрăм ĕмĕрлисем

Хамăр районти Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина Яковлевна Михайловăна шăпа Аслă Çĕрпÿел тăрăхне илсе çитернĕ. Дмитрий Ильичпа çемье çавăрса вĕсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕчĕк Нинăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Вĕсен çемйине кулаксем тесе айăпланă, пурлăхне туртса илсе колхоза панă. Выçăллă-тутăллă, çамрăклах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ хĕр. Вăл тылра ырми-канми тăрăшнăшăн «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Н.Михайлован пĕтĕм пурнăçĕ «Красный Октябрь» колхозпа çыхăннă. Кулленех пултаруллă хĕрарăм хуçалăхри бригада ĕçĕсене хутшăннă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 40 çултан та иртет. Ĕç ветеранне 90 çулхи юбилейпе Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов саламланă, РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне çитернĕ, ял тата район администрацийĕн парнисене панă.
Çĕнĕ Шăхран ялĕнче чылай çул пурăнса ирттернĕ, халĕ Комсомольскинче хĕрĕ патĕнче кун кунлакан Ефросиния Павловна Чукмарева та 90 çул тултарнă. Унăн пурнăçĕ те ялсенчи чылай хĕрарăмăнни пекех ĕçре иртнĕ. Вăл чылай çул «Комсомольский» совхозра, райпон хатĕрлев кантурĕнче тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн ăна нумай наградăсем панă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ялта пурăннă чухне хурт-хăмăр тытнă. Мăшăрĕпе пĕрле сакăр ачана ура çине тăратнă. Куллен ĕçе çÿ-реме те, тĕпренчĕкĕсене пăхса тивĕçлĕ воспитани пама та вăй çитернĕ. Пултаруллă ватă ялта ырă ятлă.
Юбиляра саламлама Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова çитнĕ. Вăл Ефросиния Павловнăна çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу, вăрăм ĕмĕр суннă, РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă Çырăвне тата парнесем панă.
Сумлă ватăсене эпир те саламлатпăр, çитĕнекен ăрăвăн камран тĕслĕх илмелли пур тесе шутлатпăр.
Ю.МИХАЙЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *