Понедельник, 29 апреля

Президент конференци ирттерчĕ

Президент конференци ирттерчĕ

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускаври Ма- нежра йăлана кĕнĕ анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Коронавирус пандемине пула кăçал журналистсен йышне икĕ хут чакарнă. Чăваш Енрен унта иккĕн хутшăннă. Вĕсем Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем: директорăн информаци политики енĕпе ĕçлекен çумĕ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор.
Çĕршыв Президенчĕ чи кăткăс ыйтусене хуравланине «Раççей-1», «Раççей-24», «НТВ», «Пĕрремĕш канал» телеканалсемпе тÿрремĕнех кăтартнă тата «Маяк», «Вести ФМ», «Раççей радиовĕ» радиостанцисемпе эфира кăларнă.
Коронавирус пандемийĕ кăларса тăратнă чăрмавсем, иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетесси, çĕршывсем хушшинчи политика, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, малашлăх тĕллевсене палăртасси, вĕренÿпе медицина аталанăвĕ тата ытти тĕрлĕ самант пресс-конференцин тĕп ыйтăвĕсен йышĕнче пулнă.
А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *