Пятница, 12 апреля

Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

1. Коронавирусăн çĕнĕ «омикрон» штаммĕ ытти штамсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Çак штамри мутацисем вирусăн ереслĕхне ÿстереççĕ, клеткăсене лекес майĕсене анлăлатаççĕ. Çавна май ку штамм хăвăртрах сарăлать.
2. Çĕнĕ «омикрон» штамма хăçан чи пĕрремĕш хут тупнă?
— Чи малтанах ăна Кăнтăр Африкăра асăрханă. Çакă 2021 çулхи ноябрĕн 9—11-мĕшĕсенче пулнă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче GISAID базăна Гонконгра тупнă тĕслĕхе, ноябрĕн 27-мĕшĕнче Израильте тата Бельгире тупнă тĕслĕхсене кĕртнĕ. Паянхи кун çак штампа «тĕл пулнă» çĕршывсем нумайлансах пыраççĕ.
3. Раççейре ăна тупнă-и?
— Паянхи кун тĕлне Раççейре «омикрон» тупнă тĕслĕхсене регистрациленĕ. Роспотребнадзор çакна çирĕп тĕрĕслет.
4. Паянхи кун усă куракан тест-системăсем çĕнĕ «омикрон» штамма тупса палăртма пултараççĕ-и?
— Раççейре усă куракан пур ПЦР-тест та çĕнĕ штамма уйăрса илме пултараççĕ. Лабораторире тарăннăн тĕрĕслеме ăна валли ятарлă диагностикум хатĕрленĕ. Вăл пулăшнипе вирус пуррипе çуккине çеç мар, вăл мĕнле штамлă пулнине те пĕлме пулать.
5. Ют çĕршывсенчен таврăнакансене çĕнĕ «омикрон» штамм çине уйрăммăн тĕрĕслĕç-и?
— Хальхи вăхăтра Раççейĕн чиккисенче, аэропортсенче хăрушлăхпа çыхăннă çĕршывсенчен — çав шутра ЮАР тата ун çывăхĕнчи Африка çĕршывĕсем, Китай Халăх Республики, Великобритани, Израиль, Гонконг тата ытти «омикрон» тупнă çĕршывсем — таврăнакансене пурне те тĕрĕслеççĕ. Африка çĕршывĕсенче, чи малтанах ЮАРта, пулнă граждансене 14 кунлăх карантина хупаççĕ. Халĕ çакăн пек çынсен шучĕ çĕртен те иртнĕ.
6. Раççей вакцинисем çĕнĕ штампа кĕрешеççĕ-и?
— Пирĕн çĕршыври тата пĕтĕм тĕнчери ученăйсем çак штаммăн хăйнеевĕрлĕхĕсене тĕрĕслеççĕ. Çав шутра вакцинаци урлă пулакан антителăсем унпа мĕнле кĕрешни çине те тимлĕх уйăраççĕ.
7. Çĕнĕ штампа чирлес мар тесен мĕнле профилактика мерисене пăхăнмалла?
— Профилактика мерисем ытти чухнехисем пекех: вакцинаци, ревакцинаци, алăсене çăвасси, çынсемпе сахалрах хутшăнасси, маскăсем тăхăнасси, социаллă дистанцие тытасси, антисептиксемпе усă курасси, пÿлĕмсене кашни кун уçăлтарасси. Çак ансат мелсем вирус ересрен сыхланма, сывлăха упрама пулăшаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *