Воскресенье, 5 мая

Çамрăк хĕросене те повестка панă

Вăрçă çулĕсенче хĕрсемпе хĕрарăмсем хăйсен хулпуççийĕ çинче тыла тытса пынă, çĕршыва арçынсемпе тан хÿтĕленĕ. Çара кайса оккупантсене совет çĕрĕнчен хăваласа кăларса ярассине, тĕпĕ-йĕрĕпе аркатассине тÿрремĕнех хутшăннă.
Йывăр вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн халăхшăн тĕп тĕллев пулса тăнă. Хĕрарăмсем алла илмен специальность юлман, вĕсем чăн-чăн патриотсем пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх, хăюлăх кăтартнăшăн, хăйсене шеллемесĕр пĕтĕм йывăрлăхсене чăтнăшăн 150 пин хĕрарăма орденсемпе медальсем парса чысланă, 96-шĕ Совет Союзĕн Геройĕсем пулса тăнă.
Тăван ялпа сывпуллашса вăрçа тухса утма тивнĕ çамрăк хĕрсенчен пĕринпе паллашар-ха. Раиса Сергеевна Миронова /Фадеева/ 1922 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 19 çулта пулнă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕ çумăрлă пулнă, çулсем пылчăкланнă. Йĕпе-сапаллă çанталăкра Йăлмахва хĕрĕсем, çав шутра Раиса та, урапасемпе Пăрачкав районне — Сăр тăрăхне çитнĕ. Виçĕ эрне çывăхри вăрманта хÿшĕсенче пурăннă вĕсем. Кашни кунах планпа уйăрса панă 6 çухрăма яхăн тăсăлакан лаптăкра окопсем чавнă. Пĕр уйăхран çанталăк шăнтса лартнă. Шартлама сивĕсенче çамрăк хĕрсен пичĕсене тăм илнĕ. Питĕ сивĕ пулнăран вĕсем çывăхри яла хваттере кĕнĕ. Нормăна тултарас тесе каçа юлсах ĕçленĕ. Палăртнă ĕçе пурнăçласан тумхахлă çулпа урапасене тăнкăртаттарса, лашасем хыççăн çуран утса яла çитнĕ.
Хусанпа Чĕмпĕр хулисене çыхăнтаракан чукун çула тунă çĕрте те çамрăксем вăй хунă. Икĕ уйăх киле килмесĕр Кире вăрманне каснă. Хĕл кунĕсенче баракра пурăннă, урара çăпата çеç пулнă. Этем тĕнчери пур йывăрлăхсене те тÿснĕ, ырми-канми ĕçленĕ.
1943 çулхи декабрь уйăхĕнче ялти виçĕ хĕре — Александра Ивановна Волковăна, Таисия Исаевна Зайцевăна тата Раиса Сергеевна Мироновăна — Комсомольскинче салтак пурнăçне хăнăхтарнă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче хĕрсене повестка тыттарнă. Раиса Миронова Ленинград облаçĕнчи Будогощь поселокĕнчи 105-мĕш çул-йĕр эксплуатаци батальонне лекнĕ.
Нимĕнле çар операцийĕ те çул-йĕр службисĕр иртмен. Салтаксем çулсемпе кĕперсене юсанă, çĕннисене хута янă, çарсемпе техникăна пĕр вырăнтан тепĕр çĕре хăвăртрах куçарма тăрăшнă, хамăрăн чаçсене боеприпассемпе, çунтармалли- сĕрмелли материалсемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Ефрейтор Миронова служба вăхăтĕнче ытларах чухне регулировщик пулнă. Çамрăк чăваш хĕрне вăрçă çулĕсенче çăмăл килмен, темĕн-ле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ вăл.
Вăрçă вĕçленсен Йăлмахва хĕрĕ кÿршĕ ял каччипе, Герман Фадеевич Фадеевпа çемье çавăрнă. 5 ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă вĕсем. Раиса Сергеевна нумай çул сутуçă пулса ĕçленĕ. 1985 çулта ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе чысланă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн те вăл нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Шел пулин те, вăрçă йывăрлăхĕсем витĕр тухнă хĕрарăм паянхи кун пирĕн хушăра çук.
Пирĕн халăх çак Çĕнтерĕве питĕ пысăк хакпа çĕнсе илнĕ. Совет çыннисем тунă пархатарлă ĕçсем çинчен калама тивĕçлĕ сăмахсем тупма та йывăр, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен вĕçĕмсĕр калаçма пулать. Раиса Сергеевна пек чăн-чăн патриотсем çине вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче питĕх тимлĕх уйăрман, наградăсем паман. Вĕсем тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулман-çке-ха. Апла пулин те, çĕршыв хушсан фронта тухса утнă черчен хĕрсемпе хĕрарăмсен ячĕсене пирĕн манма юрамасть. Аслă Çĕнтерĕве туптассинче вĕсен те тÿпи пысăк.
П.ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *