Чунпа çамрăк çын ватлăха парăнмасть

Паянхи кун эпир нумай хыпарпа интернет уçлăхĕнче паллашатпăр. Пĕлĕшсен пурнăçĕнчи лару-тăрупа та ытларах чухне унтах кăсăкланатпăр. Хамăр та интереслĕ самантсене, мероприятисене тата пурнăçри ытти пулăмсене сăнÿкерчĕк е видео ÿкерсе интернета лартатпăр. Пĕр кинеми уçăмлăн сăвă вуланине ÿкерттерсе илнĕ видеона мессенджерта нумайăшĕ курнă ĕнтĕ. Пултаруллă сăвă вулакан пирĕн районти Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Валентина Ивановна Владимирова иккен. Маттур кинемипе курнăçас шухăшпа çула тухрăм. Ватă çынпа сăмах çăмхине сÿтнĕ май вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Валентина аппа çăмăлах килмен пурнăçĕнчи самантсене аса илчĕ, асĕнче тытса тăракан сăвăсене те вуларĕ.
Валентина Ивановна Анат Тимĕрчкассинче, Арсентьевсен çемйинче 1932 çулта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ, тăватă пепкине çителĕклĕ пурнăçпа ÿстерес тесе тăрăшнă. Ĕçчен мăшăр аванах ал-ура çавăрса пурăннă. Çемьен пĕр тикĕс шăвакан пурнăçне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни аркатнă. 1942 çулхи майăн 7-мĕшĕнче ашшĕне фронта илсе кайнă. Ноябрь уйăхĕнче вăрçă хирĕнчен килнĕ çыру юлашки пулнă: «Дон шывĕ хĕрринчи çапăçура сылтăм пĕçĕрен амантăм…». Каярах çемье çывăх çынни вăрçăра вилни çинчен хут илнĕ.
Вăрçă çулĕсенче вăйпитти арçынсем пурте фронтра пулнă. Тылри пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем çине тиеннĕ. Колхозра тăватă бригада ĕçленĕ. Кашни бригадăрах — пĕрер акакан. Алă вĕççĕн ака тăвакансен ĕçĕ çăмăл пулман. Вĕсем ирхи шуçăмпах кунтăк йăтса хире акана тухнă. Каç пулса куç курми пуличчен уй-хиртен кĕмен. Ака тăвакансем çуркунне-кĕркунне 50-шар гектар тырă акнă. Амăшĕ тăватă сеяльщикран пĕри пулнă пирки шăллĕ-йăмăкне пăхасси те, килти кашни кун тăвакан нумай ĕçе пурнăçласси те Валентинан тивĕçĕ пулнă. Хĕр шутне те кĕрсе ĕлкĕрейменскерĕн уйăрса панă каçалăка та пĕчченех вырма тивнĕ.
— Вăйă выляса ÿсеймерĕм, çие чаплă çи-пуç тăхăнаймарăм. Тумтирпе япаласене тирпейлĕ тытма, пурнăçра перекетлĕ пулма хăнăхтарчĕ йывăр, çити-çитми ачалăхăм… Тантăшсем амăшĕсемпе тырă выратчĕç. Ман анне тырă вырма çÿреймест — капан, çĕмел тумалла. Манăн, вунă çулта çеç пулсан та, никам çине те шанма çукчĕ. Каçалăка пĕчченех вырса пĕтереттĕм. Малтан икĕ метр сарлакăш каçалăк паратчĕç. Каярах, алă хăнăхса çитнĕçемĕн, сарлакăшне çынпа пĕр тан пама пуçларĕç. Пурпĕр вырса пĕтермесĕр пăрахса хăварман. Шăла çыртнă та ĕçленĕ.
Пĕррехинче ĕçрен çывăрса юлнине нихăçан та манмастăп. Анне хăй кайиччен вăратса хăварчĕ. Бригадир килсе кăшкăрсан çеç шарт сиксе вăранса кайрăм. Питĕ намăс пулчĕ ун чухне мана. Урăх ун пек çывăрса юлни хам ĕмĕрте пĕрре те пулман. Пуçпа чĕрене лайăх вырнаçса юлнă пуль çак туйăм.
7 класс вĕренсен Патăрьелĕнчи педучилищĕне заявлени патăм. Пĕр эрнерен ытла çÿреймерĕм. Тем пек вĕренес килсен те пăрахса килме тиврĕ. Хваттершĕн пĕр лав вутă памалаччĕ. Упăшкасăр юлнă анне ăçтан мана вĕрентме тата хуçалăх тытса тăма пĕччен вăй çитертĕр. Капла та çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаймастпăр. Тантăшăмсем Аслă Чурачăкра малалла вĕренчĕç. Эпĕ вара ĕçе кÿлĕнтĕм.
Ăмăртса ĕçлеттĕмĕр. Каçалăка çынсенчен маларах вырса тухса теприне йышăнма васкаттăмăр. Пĕррехинче кÿршĕре пурăнакан чи çывăх тус-тантăшпа Тарьепе хĕве çĕр улми чикрĕмĕр те хире çĕрле тырă вырма кайрăмăр. Хĕвел тухнă вăхăта каçалăка вырса тухрăмăр. Хамăр питĕ савăнтăмăр…
Ырă хĕре ялтан инçе ямаççĕ теççĕ. Тарьепе пĕртăван Ваççукпа пĕрлешрĕмĕр, кÿршĕ килех качча кайма пÿрнĕ иккен мана. Мăшăрăмпа 20 çул пурăнса пилĕк ача çуратрăмăр. Ваççук çĕре кĕрсен ачасене пĕчченех ура çине тăратрăм. Çамрăклăхăм ĕçпе иртрĕ, ахаль ларма пĕр пушă вăхăт та пулмарĕ, — аса илсе калаçрĕ Валентина аппа.
Ĕçне кура чысĕ тенĕ халăх ĕлĕкрен. Валентина Ивановна 1974, 1975 çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята çĕнсе илнĕ, 1980 çулта 10-мĕш «Пилĕкçуллăх ударникĕ» пулса тăнă. Маттур ĕçчен 1981 çулта «За трудовое отличие» медале тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕн пухмачĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн юбилей медалĕсем те пур.
Пурнăç урапи пурин те пĕр тикĕс чупмасть çав. Ачисенчен иккĕшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Нинăпа Вера хĕрĕсем тата Толя ывăлĕ тăтăшах килсе çÿреççĕ амăшĕ патне. Ăста алăллă ывăлĕ çуртне юсаса шăнкăрч йăви пек хăтлăлатнă. Пурăнмалли условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Мăнукĕсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.
— Хальхи вăхăтра питĕ лайăх пурăнатпăр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан кăмака хутмалла мар, газпа çутă пур, шыв пÿртех кĕрет, — савăннине пытармасть Валентина аппа. — Кун пек ырлăхра ма пурăнас мар, тĕнчи кăна лăпкă тăтăр. Вăрçă нихăçан та ан пултăр, эпир курни те çитет, — чунне уçса калаçать вăл.
Пурнăçĕнче йывăрлăхсем нумай пулнă пулсан та çивĕчлĕхе, чун хавалне, шÿт туйăмне çухатман Валентина аппа çулсене пăхмасăр вашават та çирĕп. Ялти клуб ĕçченĕсем час-часах унран канаш ыйтаççĕ. Халăх йăли-йĕрки е юрри-ташши темисемпе пулăшу кирлĕ пулсан ÿркенсе тăмасть, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Çулсем малалла чупаççĕ,
Тăхăрвунă çул çитет.
Ĕмĕре чыспа ирттернĕ,
Каласа парас килет.
Тÿрĕ кăмăлпа çÿренĕ,
Усал çул çине тăман.
Хĕрĕх пилĕк çул ĕçленĕ
Никампа та вăрçăнман.
Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ —
Çирĕп кăмăллă вĕсем.
Кашниех лайăх вĕреннĕ,
Такăр пулччăр çулĕсем.
Халь мăнукăмсем ÿсеççĕ,
Хумхатаççĕ кăмăла
Çавсенче-ши манăн шанчăк
Е вăл юлчĕ хыçала;
Хам ача пулни вăраххăн
Куç умне тухса тăрать.
Тус-юлташ, тăван тавралăх
Асăмра тăрса юлать.
Аппапа пичче те шăллăм —
Эпир пулнă пĕртăван.
Кăмака хыçне пытаннă
Çын килсессĕн — мĕн тăван.
Пĕр сĕтел те пысăк тирĕк —
Çемьене валли çитет.
Тиркекене тирĕк тĕпĕ —
Ăна кашниех пĕлет.
Çиме çăкăрĕ çитмесчĕ,
Сĕчĕ-турăхĕ пулман.
Çăпата сырса çÿренĕ —
Аннене хурлантарман.
Кашни çыннăн хăйĕн çулĕ:
Урлă-пирлĕ е яка.
Куççуль юхтарать пĕри,
Теприсен пырать ăнса.
Выççине курмасть тутти,
Чухăна курмасть пуян.
Пĕртăван пулса ÿсни те
Хисепре тăмасть паян.
Хам çулпах-ши утнă эпĕ,
Ма тумхахлă вăл ялан;
Пĕр телей пĕрчи лекмерĕ —
Çук телейĕм, мĕн тăван.
Чипер хĕр пулса ÿсейрĕм —
Ыр курмарăм яшлăхра.
Бригадир пулса ĕçлерĕм —
Ĕç çухатрăм ватлăхра.
Тăхтаман хăрушă сăнĕ
Куç хупсан та курăнать.
Ют çĕре тухса кайсан та
Пĕрех шыраса тупать
Кĕвĕçĕ унра тулсассăн
Чăмăрĕ лăплантарать.
Тÿсĕм, вăйăм юлмасассăн
Çут куççулĕ йăпатать.
Паянхи кунччен сураççĕ
Ĕçпе хытнă аллăмсем.
Çынпа тан утса пырасчĕ —

Çук, ямаççĕ сыпăсем.
Çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ,
Чупса иртрĕç кунăмсем.
Сывлăха самай хавшатрĕç
Йывăр хуйхă курнисем.
Çак çула çитсе курмашкăн
Нихăçан ĕмĕтленмен.
Ачасем çумра пулсассăн
Эп хăрамăп нимĕнрен.
Сивĕ хĕл иртсе кайсассăн
Çут хĕвелĕ пăхатех,
Канăва лере кайсассăн
Лăпкă вырăн пулатех.
С.ЕФИМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *