Воскресенье, 5 мая

Нихçан пирчемен чунри суран…

Нихçан пирчемен чунри суран…

1994 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕ Раççей çарĕсене Чечен Республикине кĕртнипе историе кĕрсе юлнă. Çак кун пĕрремĕш Чечен вăрçи пуçланнă. Хăш-пĕр çăлкуçсенче ăна Чечняра Конституци йĕркине çирĕплетсе çĕнетмелли операци тесе палăртаççĕ.
1994—1995 çулсенче Грозный хулине штурмлани — Раççей çарĕн пысăк ăнăçсăрлăхĕ. Пĕрремĕш вăрçă ытларах штурм çапăçăвĕсенчех иртнĕ тесен те юрать. Патшалăх ертÿçисем Чечен вăрçи валли мобилизаци ирттермен. Кунта ытларах вун-вун çул хушши тарăн тылра тăнă чаçсене ăсатнă. 1994 çулхи призывпа çак республикăна лекнĕ çамрăк салтаксем декабрĕн 31-мĕшне нихăçан та манмĕç. Çак кун 18-ти тин пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен нумай салтакшăн юлашки пулса тăнă. 1996 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Раççей халăхне Чечен Республикинче вăрçă чарăнни çинчен пĕлтернĕ.
1999 çулхи августăн 7-мĕшĕнче Иккĕмĕш Чечен вăрçи пуçланнă. Вăл 2009 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Ăна çавăн пекех тĕрлĕ документсенче Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕç кĕрешмелли операци тесе те палăртаççĕ. Шамиль Басаев тата Хаттаб ертсе пыракан боевиксем Дагестан çĕрĕ çине пырса кĕни шăпах Иккĕмĕш Чечен вăрçи пуçланнине пĕлтернĕ. Боевиксем партизансен тактикипе усă курса чукун çулсене, çуртсене сирпĕтнĕ, мирлĕ пурнăçпа пурăнакан халăха сăлтавсăрах вĕлернĕ. Асăннă çулсенче пысăк терактсем пулса иртнĕ: 2002 çулта Мускаври Дубровкăра, 2004 çулта Çурçĕр Осетинчи Беслан хулинче тата ытти те.
Çак вăрçăсенчи çапăçусене Йăлмахва ялĕнчи каччăсем те хутшăннă. Çав шутра: Олег Геннадьевич Лебедев /вăл Суворов медальне илме тивĕç пулнă/, Руслан Николаевич Чернов, Сергей Васильевич Столяров, Алексей Николаевич Ефремов, Владислав Гурьевич Дмитриев /старшина, минер, «За отвагу» тата «За разминирование» медальсене тивĕçнĕ/. Çавăн пекех Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ çынсен ачисем те Чечен вăрçинче палăрнă. Çав шутра: Фаина Макован /Дмитриеван/ ывăлĕ Сергей Валерьевич Маков, Александр Анатольевич Тихонов ?вăл Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралнă, милици прапорщикĕ, 13 хут Чечен Республикинче командировкăра пулнă, «За ратную доблесть», «За боевые отличия», «За службу на Северном Кавказе», «За укрепление боевого содружества» тата ытти медальсене, Хисеп грамотисене, В.В.Путинăн Тав çырăвне тивĕçнĕ/, Павел Анатольевич Тихонов /салтак служби вăхă- тĕнче Чечняра водитель пулнă, тĕрлĕ грузсемпе боеприпассем турттарнă, аманнă/, Галина Иванован /Зайцеван/ йĕкĕреш ывăлĕсем Евгений Владимирович тата Михаил Владимирович Ивановсем. Пĕртăвансем 1994 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çар службине кайнă. 1995 çулхи март уйăхĕнче Евгений Шали поселокĕнче йывăр аманнă, сурансене пула вилнĕ. Пуçне хунă хыççăн ăна «Хăюлăх» орденпа тата «За службу на Северном Кавказе» медальпе наградăланă.
2006 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Владимир Путин террористсене хирĕç пыракан операци вĕçленни çинчен пĕлтернĕ. Анчах та хĕç-пăшаллă тытăçусем тата виçĕ çул пынă. 2009 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче çеç Чечняра вăрçă пĕтнине çирĕплетнĕ.
Çак вăрçăра пурĕ 6 пин ытла çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра салтаксен çеç мар, право хуралĕнче ĕçлекенсен те. Мирлĕ вăхăтри çапăçусенче пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕ- сене пирĕн çĕршыв нихăçан та ывăлĕсене тавăрса параймĕ…
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *