Понедельник, 22 апреля

Тухтăрсене тав тунă

Тухтăрсене тав тунă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем коронавируспа кĕрешекен тухтăрсене тав туса Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине тата ветерансен госпитальне санитайзерсем, чей, кофе, пылак çимĕçсем илсе пынă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх ыр кăмăллăх акцине пур фракци депутачĕ те хастар хутшăннă.
Районта пурăнакансем те çак акцирен айккинче тăрса юлман. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата ял тăрăхĕн депутачĕ Александр Батюков районти тĕп больницăн ĕçченĕсене кукăльсемпе сăйланă, хăйсен тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн тав тунă, малашне те сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшуллă та тимлĕ пулма суннă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *