Пятница, 12 апреля

Пирĕн çемье

Пирĕн çемье

Эпир килте виççĕн пурăнатпăр. Атте, анне тата эпĕ. Аслă аппасем — Таньăпа Наташа — хулара пурăнаççĕ. Вĕсем канмалли кунсенче хăнана килсен эпĕ питĕ савăнатăп.
Манăн атте, Сергей Васильевич, «Слава картофелю» агрофирмăра хуралçăра ĕçлет. Вăл объекта тата пурлăха сыхлать, кĕрсе тухакансен докуменчĕсене тĕрĕслет. Çĕрулми тата кишĕр складĕнче пахча çимĕçсене те пăхса тăрать. Атте хăйĕн тивĕçĕсене питĕ яваплă пурнăçлать. Вăл хăйĕн ĕç вăхăтĕнче çĕрĕпе те çывăрмасть. Çавăнпа вĕсене сменăпа ĕçлеттереççĕ. Пушă вăхăтра ман атте ухутана, пулла çÿреме юратать. Унăн аллисем те питĕ ăста. Атте тĕрлĕ япаласем юсама лайăх пĕлет. Кăçатă тĕплемелле пулсан вăл — чи маçтăрри.
Манăн анне, Елена Николаевна, апат-çимĕç питĕ тутлă хатĕрлет. Вăл пĕçернĕ кукăле тутанса пăхсан чĕлхене те çăтса яма пулать. Анне Çĕнĕ Кипеçри сĕт заводĕнче ĕçлекенсене апат пĕçерсе çитерет. Вăл икĕ кун ĕçлесе икĕ кун канать. Заводра тĕрлĕ-тĕрлĕ сыр тăваççĕ. Эпĕ унта аннепе пĕрле кайса курнă. Заводра питĕ интереслĕ. Сыр мĕнле тунине пăхма мана питĕ килĕшрĕ. Маншăн пĕлмелли те нумай пулчĕ. Малашне, май пулсан, эпĕ те унта ĕçлеме каясшăн.
Юлия Хораськина,
7-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *