Ят тухсан фронта та кайнă

Ят тухсан фронта та кайнă

Пур çулăм витĕр утса тухнă,
Хытарнă хăйĕн кăмăлне.
Тăшман тулашнă, вĕрнĕ, урнă,
Çĕнтереймен хĕр ĕмĕтне…
«Вăрçă хĕрарăм сăнлă мар», — теççĕ. Апла пулин те, тăван çĕршыв хăрушлăха лексен хĕрарăмсем те айккинче тăрса юлман, этемлĕхĕн черчен çурри пулнине пăхмасăр алла пăшал тытакансем нумайăн пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, тĕрлĕ çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрлĕ Çар ретĕнче 490 пин хĕрпе хĕрарăм çапăçнă. Фронт линийĕнче вĕсем медиксем, летчиксем, снайперсем, связистсем, разведчиксем, шоферсем пулса тăшмана тĕп тума пулăшнă.
1941—1942 çулсенче Хĕрлĕ Çар техника енчен те, чĕрĕ вăй енчен те питĕ пысăк çухатусем тÿснĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче хĕрарăмсене те çара илмелли çинчен калакан приказ тухнă. Пирĕн районтан та 19—30 çулсенчи 179 çамрăк хĕре çар комиссариачĕ урлă фронта чĕнсе илнĕ. Ку тулли мар цифра, мĕншĕн тесен пирĕн районта çуралса ÿснĕ çынсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен фронта кайнă.
Салтак тумĕ тăхăнса çĕршыва хÿтĕлеме çул тытнă хĕрсенчен пĕри — Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Римма Сергеевна Медведева /Сергеева/. Вăл 1919 çулта çут тĕнчене килнĕ. Çемьере виçĕ хĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе çитĕннĕ. Римма вăтамми, хăюлли пулнă. Вăрçă пуçлансан вăл «Коммунар» колхозра бригадир пулса ĕçленĕ, пуçтарса илнĕ тыр-пула Канашри элеватора темиçе хутчен те лашапа леçнĕ. Кĕрхи ĕçсене пĕтерсен ялти çамрăк хĕрсене, çав шутра Риммăна та, Сăр хÿтĕлев чиккине тума Пăрачкав районне илсе кайнă. Виçĕ уйăх нушаллă ĕçре тар юхтарнă вĕсем, çапах планпа палăртнине вĕçлесе яла таврăннă. Нумай та вăхăт иртмен, Улатăр районне вăрман касма кайма та Римма Сергеевнан ячĕ тухнă. «Вăрман касасси çамрăк хĕрсен ĕçĕ мар, ăçтан вăй тупнă-ши?» — аса илсе каласа панă вăл вăхăт иртсен тăванĕсене.
Кăштахран районти çар комиссариатĕнчен Сергеевсем патне Римма ячĕпе повестка килнĕ. Çĕршыв хушсан хирĕçлеймĕн. Салтак тумне хĕр Волхов фронтне çитсен тăхăннă. Ун чухне Ленинград блокадăра пулнă. Çак хулана туртса илес тесе фашист самолечĕсем тÿперен мĕн чухлĕ бомба пăрахман-ши? Артиллери снарячĕ- сем те пуç çийĕн шăхăрса иртсе çывăхрах çурăлнă. Çапах та совет салтакĕ чăтнă, хаяр тăшмана парăнма шутламан.
Римма Сергеевна вăрçă вăхăтĕнчи кунсем çинчен калаçма питех юратман. Ачисен асĕнче вара вăл каласа панисенчен хăш-пĕр сыпăксем халĕ те упранаççĕ. «…Пĕр кунхине кунĕпе çумăр çурĕ, каçарах штабран аякра вырнаçнă чаçе васкавлă çыру леçмелле пулчĕ. Çак ĕçе пурнăçлама шăпах мана приказ пачĕç. Сĕм тĕттĕмре вăрман урлă пĕчченех юланутпа вĕçтерсе пытăм. Умлăн-хыçлăн аслати авăтать, çиçĕм çиçет — çул кăнтăр çутипе пынă пекех туйăнать. Аташса каяс мар тесе тата хытăрах çиçĕм çиçтĕрччĕ тесе ĕмĕтленсе пытăм…» — аса илнĕ Римма Сергеевна хĕрĕсем пÿртре те аслатирен хăраса пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннине курса. Çамрăк хĕр тĕттĕм вăрман варринче пĕр-пĕччен, çитменнине, аçа-çиçĕм алхасать… Панă приказа епле пулсан та пурнăçлас тесе вăл малалла талпăнни ачисене чăннипех те тĕлĕнтернĕ, амăшĕ пек хăюллă пулма вĕрентнĕ.
Вăрçă çулĕнче таçта та çитме тÿр килнĕ рядовой Сергееван. Фронт пĕр вырăнта тăман, майĕпен тискер тăшманăн йăви патнелле куçнă. Тĕрлĕ вăхăтра Римма Сергеевна связист, шофер, писарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Çĕнтерĕве Сочи хулинче кĕтсе илнĕ. «Тем те курнă, тем те тÿснĕ. Мĕнле чĕрĕ-сывă юлма пултарнă-ши тесе хамран хам тĕлĕнетĕп», — аса илнĕ вăл кайран вăрçă çулĕсене.
Фронтран таврăнсан Римма кÿршĕ ял каччипе Федор Игнатьевич Медведевпа çемье çавăрнă. 5 ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратнă вĕсем, вĕрентсе кăларса çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Римма Сергеевна колхозра пахча çимĕç бригадинче чылай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă. Ырми-канми ĕçĕпе вăл нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех унăн Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ, II степеньлĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» медалĕ, юбилей медалĕсем халĕ те Николай ывăлĕн çемйинче типтерлĕн упранаççĕ. 1997 çулта Римма Сергеевна пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
Шутлатăп та, вăрçă вăхăтĕнче çамрăк хĕрсемпе хĕрарăмсем мĕн тери паттăрлăх кăтартма пултарнă. Йывăр ĕçрен те айккине пăрăнман, фронта кайма ят тухсан та пĕр сăмахсăрах тăван ялтан тухса кайнă, салтак тумĕ тăхăнса алла пăшал тытнă. Вĕсен паттăрлăхне сăмахпа çырса пама май çук, вĕсен шăпине хăнăхнă виçепе виçеймĕн. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *