Сивĕтмĕш мыскари

Сивĕтмĕш мыскари

Иртнĕ çу кунĕсем шăрăхпа палăрса тăнине пĕри те манман пулĕ-ха, тетĕп. Чылай хуçалăхсенче кăнтăрти çимĕçсем: арбуз, дыня, иçĕм çырли, айва тата ытти те — ăнса çитĕнчĕç. Ку, паллах, питĕ аван. Анчах çак типĕ шăрăх ял хуçалăхĕнче кăткăс лару-тăру патне те илсе çитерчĕ. Çумăр сайра çунă пирки тыр-пул ăнса çитĕнеймерĕ, хаксем ÿссе-хăпарса кайрĕç… Кил-çуртсенче вара апат-çимĕçе упрама питех те кăткăс пулчĕ. Сивĕтмĕшсем пĕр чарăнми кĕрлесе ларчĕç.
Пулать вĕт çавăн пекки, шăп та лăп июль уйăхĕн вĕçĕнчи шăрăх кунсенче чип-чипер ĕçлекен сивĕтмĕш чарăнса ларчĕ. Ун ăшĕнче вара куллен çиекен апат-çимĕç çеç мар, çу каçиччен хатĕрленĕ сĕтеклĕ çырла, аш-какай тата ытти те. Вăраха ямасăр сивĕтмĕшсене юсакан ăстана чĕнсе илчĕ ман мăшăр. Чăн та, нумай кĕттермерĕ маçтăр, часах «персе» çитрĕ. Стройран тухнă агрегата урай варрине лартса йĕри-тавра çаврăнчĕ. «Сирĕн кунта мотор çунса кайнă. Ăна çĕннипе ылмаштарса пама пултаратăп. Çичĕ пин тенкĕ», — тесе пĕлтерчĕ. Мĕн тăвăн, çĕннисем чылай хаклăрах, ки- лĕшрĕмĕр. Часах сивĕтмĕш хаваслăн кĕрлесе кайрĕ, эпир те хаш! сывласа ятăмăр, лăплантăмăр. Анчах, кăлăхах… Пĕр талăк иртрĕ, иккĕ — пирĕн сивĕтмĕш чарăнма та шутламасть. Каллех ăстана шăнкăравлатпăр /юрать, кĕсъе телефонĕсем пур, кирлĕ çынна таçта та шыраса тупма пулать!/. Хальхинче маçтăр икĕ-виçĕ кунтан çеç килчĕ. Татах сивĕтмĕш тавра çаврăнкаларĕ, унăн хыçалти пайĕнче тем чакаланчĕ, татрĕ-пăрахрĕ, сыпăнтаркаларĕ… — сивĕтмĕш çĕнĕрен сас пара пуçларĕ. Ăстана каллех малтанхи пекех вĕри чейпе сăйларăмăр та, тухса кайрĕ. Эпир те каллех лăплантăмăр: мотор пĕрре шавласа ларать, тепре шăпланса канать. Анчах çĕр каçрăмăр, ир те пулчĕ, кăнтăрла та иртрĕ — пирĕн сивĕтмĕш вара «ăшăтмăш» пулса кайрĕ пулмалла: шалта шыв юха пуçларĕ. Каллех пулăшу кирлĕ. Хальхинче вара пирĕн «ăста» таçта çухалчĕ, телефонĕ: «Абонент временно недоступен» — тет. Мĕн тумалла. Паллакан çынсем урлă каласа ятăмăр хайхискерне: «Е çĕнĕрен килсе юсаса патăр сивĕтмĕше, е укçине тавăрса патăр». Татах сас-хура çук! Шăрăхĕ хăй чуна илет! Мĕн тăвас тетĕн, пур-çук укçана пуçтарса район центрне çул тытрăмăр. Лавккасенче хальхи вăхăтра çынна мĕн кирлине йăлтах тупма пулать, укçи-тенки çеç пултăр. Туянтăмăр вара çĕнĕ сивĕтмĕш, сутуçăсем ăна хамăр хыççăнах тиесе килсе килех кĕртсе пачĕç.
Ĕç кунпа вĕçленмерĕ-ха! Тепĕр эрнерен пирĕн «ăста» васкаса çитрĕ. Пĕр сăмахсăр тенĕ пек, укçа-тенке енчĕкрен кăларса тавăрса пачĕ, хăй лартнă çĕнĕ моторне кăларса илчĕ те, тухса кайрĕ.
Ыйтас килет: ĕçне тума пĕлмесен, мĕншĕн «ăста» пулса çынна кÿрентерсе çÿретĕн; Укçа тăвас килет-ши? Апла пулсан, малтан ĕçне лайăхрах тума вĕренмелле! Пурте пирĕн пек чĕнмесĕр тăмасан та пултараççĕ-çке, кун пек «ремонтшăн» тÿре патне те кайма пултараççĕ,
«Ÿркенмен — ăста», — тенĕ пирĕн халăхра авалтан. Пĕлÿ çитмесен, кайса вĕренсе килмелле, хыççăн тин ĕçне тумалла, çынна ĕçпе савăнтармалла!
/Кун пек пăтăрмахсем пирĕн ялта çеç мар пулса иртнĕ, паллах. Хăшĕ-пĕри хăйне те палласа илчĕ, ахăртнех. «Ăста» ятне-шывне те çавăнпах çырмастăп./.
Г.БЕЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *