Эрех ĕçрĕн – руль умне ан лар

Эрех ĕçрĕн – руль умне ан лар

Эрех-сăра сыпсан руль умне ларма юраманнине кашниех пĕлет. Анчах темшĕн хăшĕ-пĕрисем çакăн çине алă сулаççĕ, пĕрре ÿсĕрле çула тухнипе нимĕн те пулмĕ теççĕ. Пĕр тĕслĕх хыççăн татах та татах йĕркене пăсаççĕ. Çакă вара инкек патне илсе çитерме пултарать.
Кăçалхи август уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 264.1 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. 36 çулти арçынна 2013 çулта руль умне ÿсĕрле ларнăшăн административлă майпа явап тыттарнă пулнă, анчах та çакăнпа ăна ăс кĕмен. Кăçалхи август уйăхĕнче вăл транспорт хатĕрĕпе усă курмалли правасăрах каллех ÿсĕрле руль умне ларса çула тухнă. Ăна РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ÇÇХПИ ĕçченĕсем тытса чарнă. Çак преступленишĕн арçынна 2 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Çакнашкал тепĕр тĕслĕхре те 25 çулти арçыннăн суд умне тăма тивет. Ăна кăçалхи май уйăхĕнче пĕрре ÿсĕрле транспорт хатĕрĕпе пынăшăн явап тыттарнă пулнă. Анчах та сентябрь уйăхĕнче вăл каллех ÇÇХПИ ĕçченĕсен куçĕ умне çакланнă. Водитель удостоверенийĕсĕрех ÿсĕрле автомобиль рулĕ умне ларнине пула халĕ унăн уголовлă майпа явап тытма тивет.
Юлашки уйăхсенче çакăн евĕр тĕслĕх тата та пулса иртнĕ. 49 çулти арçын, пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче çеç ÿсĕрле çула тухнăшăн административлă майпа явап тытнăскер, кăçалхи октябрь уйăхĕнче те водитель прависĕрех, каллех ÿсĕрле çула тухнă. Ăна та, çÿлерех асăннă тĕслĕхсенчи йĕркене пăсакансене пекех, икĕ çул таранччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: алкоголь шĕвекне ăша ятăр пулсан, руль умне ларма юрамасть. Çакă хăвăрăн тата çул çинчи ытти çынсен пурнăçне хăрушлăха лектерет, авари патне илсе пыма пултарать. Асра тытăр: çул çăмăлттайлăха каçармасть.

А.ЯКУШЕВ,
полици капитанĕ, дознаватель.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *