Суд йышăнăвне пурнăçламасан

Суд йышăнăвне пурнăçламасан

Суд актĕнче, йышăнăвĕнче, приговорĕнче çырса çирĕплетнĕ требованисене пурнăçлассинчен парăмçă сĕмсĕррĕн пăрăнать е вĕсене хирĕç тăрать тени мĕн урлă палăрать?
Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ Р.Купкенов хуравлать:
— 2018 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче йышăннă 348-ФЗ №-лĕ Федераллă саккун РФ Уголовлă кодексĕн «Суд приговорне, суд йышăнăвне е судăн урăх актне пурнăçламанни» статйине çĕнĕлле çырса панă. Çак статьян 1 пайне административлă преюдици ăнлава кĕртнĕ. Çапла саккунлă вăя кĕнĕ суд актĕнче, йышăнăвĕнче е судăн урăх актĕнче çырса çирĕплетнĕ требованисене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакан е вĕсене хирĕçтăракан кашни çынна уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Çав вăхăтрах çак суд акчĕпе çыхăннă РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 17.15 статйин 4 пайĕнче çирĕплетнĕ ĕçсемшĕн административлă майпа явап тыттараççĕ.
Енчен те влаç представителĕ, патшалăх служащийĕ, муниципаллă служащи, патшалăх е муниципалитет учрежденийĕн, коммерцилле е урăх организацин служащийĕ саккунлă вăя кĕнĕ суд приговорĕнче, йышăнăвĕнче е судăн урăх актĕнче çырса çирĕплетнĕ требованисене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă е вĕсене хирĕçтăнă пулсан, вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 315 статйин 2 пайĕпе айăплаççĕ.
Требованисене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнни çак ĕçсенче палăрать: парăмçă суд актĕнче çирĕплетнĕ требованисене исполнительлĕ документсем валли саккунпа палăртнă вăхăтра пурнăçламасть; суд приставĕн ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрмасть; суд приставне хăйĕн тупăшĕсем тата харпăрлăхĕ çинчен тĕрĕс мар сведенисем парать; суд йышăнăвне пурнăçлама майсем пур пулсан та, парăмçă хăйĕн тупăшĕсемпе харпăрлăхне пытарать; хăйĕн харпăрлăхне урăх çынсем çине куçарать тата ытти те.
Суд актне пурнăçлассине хирĕçтăни ăна вăхăтра пурнăçлас тесе мерăсем йышăнманни тата пурнăçлама чăрмавсем туса хуни урлă палăрать. Çакă активлă ĕçсем е пачах нимĕн те туманни урлă пулма пултарать. Тĕслĕхрен, ĕçпе тивĕçтерекен организаци ĕçлекенĕн исполнительлĕ документĕнче палăртнă парăма пĕчĕккĕн тÿлес тĕллевпе нимĕн те тумасть; парăмçă организацин ертÿçи суд акчĕ вăя кĕнĕ хыççăн организаци хăйĕн ĕçне малалла тăсманни çинчен йышăну тăвать, хăй вара çак ĕçе малалла тăсма çĕнĕ организаци уçать; организаци ертÿçи устав капиталĕн пайне укçа-тенкĕ тÿлеме пултарайман çынна сутать; парăмçă суд приставне курăнман çĕнĕ счетсем уçать тата ытти те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *