Пурте яваплăха туйсан инкексен шучĕ чакĕ

Пурте яваплăха туйсан инкексен шучĕ чакĕ

Хăш-пĕр водительсем çул хĕрринче тăракан ÇÇХПИ инспекторĕсене асăрхасан тÿрех шарт сикеççĕ, «Кусем каллех укçа пуçтарма тухса тăнă» тесе кăмăлсăрланаççĕ. Анчах та вĕсемпе пĕрре те килĕшес килмест. ÇÇХПИ сотрудникĕсем укçа пуçтарма мар, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес, йĕркене пăхăнмасăр çула тухакансене вăхăтра асăрхаса вĕсене явап тыттарас тĕллевпе рейда тухаççĕ.
Паянхи кун ÇÇХПИ сотрудникĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем çула тухакансем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, профилактика рейчĕсем ирттереççĕ, пурте усă куракан асфальтлă çулсене мĕнле тирпейлесе тăни çине тимлĕх уйăраççĕ, вăрланă транспорт хатĕрĕсене тупма пулăшаççĕ… Çул çинче инкек сиксе тухас пулсан та, ПАИ ĕçченĕсем унта чи малтан çитеççĕ. Шел пулин те, çула тухас умĕн инкеке лекессе никам та пĕлмест. Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм та тенĕ пек маларах сыхланма çук. Апла пулин те, руль умне ларнă чухне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытни, вĕсене çирĕппĕн пăхăнни паха.
— Кăçалхи 10 уйăхра Комсомольски тата Елчĕк районĕсен территорийĕнче пурĕ 28 авари пулнă. Вĕсенче 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 38 çын аманнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ çав шайрах юлнă, вĕсенче вилнисен шучĕ — 3 çын, аманакансен 4 çын нумайрах. Çул-йĕр çинчи инкексенчен 4-шĕнче ÿсĕрле руль умне ларнă водительсем, 2-шĕнче — çуран çÿрекенсем айăплă, — паллаштарчĕ ĕç кăтартăвĕсемпе РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ÇÇХПИ пайĕн начальникĕ Петр Рубцов.
Сотрудниксем йĕркене пăсакансене тупса палăртса административлă майпа явап тыттараççĕ. Кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче ÿсĕрле руль умне ларнă тата эрех ĕçнин медицина тĕрĕслевне тума килĕшмен — 106, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курман — 466, çуран çÿрекенсем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăснă — 70, штрафсене вăхăтра тÿлемен — 103, çуран çÿрекенсене ирттерсе яман 23 тĕслĕхе шута илнĕ. Çавăн пекех хăвăртлăха ирĕк панинчен ытларах ÿстерсе пынипе çыхăннă административлă ĕçсен шучĕ те пысăк.
— Йĕркене пăсакансене штраф тÿлеттеретпĕр. Сăмахпа калани пĕр хăлхаран кĕрет те тепринчен тухса каять. Штраф тÿлени вара кĕсье хулăнăшне çÿхетет, çавăнпа çакă чылай витĕмлĕрех. Кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче йĕркене пăсакансене пурĕ 5,5 миллион тенкĕлĕх штраф панă. Вĕсенчен 68 процентне шыраса илнĕ те ĕнтĕ, — уçăмлатрĕ лару-тăрăва Петр Николаевич.
Шанса панă территорире инкексем ан пулччăр тесе ÇÇХПИ ĕçченĕсем профилактика мерисем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем çулсен хăрушсăрлăхне куллен тĕрĕслесе тăраççĕ. Пурте усă куракан автомобиль çулĕсем икĕ районĕпе пурĕ 445,36 çухрăма тăсăлаççĕ. Вĕсене кăçал 135 хутчен тĕрĕслесе тухнă ĕнтĕ, тĕрлĕ кăлтăксем тупса çул-йĕр организацийĕсене вĕсене пĕтерме 81 предписани çырнă. Çавăн пекех çак организацисен должноçри сăпачĕсене тата юридици сăпачĕсене çулсене кирлĕ пек тытса тăманшăн административлă майпа явап тыттарнă.
Унсăр пуçне ÇÇХПИ ĕçченĕсем час-часах профилактика рейчĕсене тухаççĕ, çула тухакансене хăрушсăрлăх правилисем çинчен аса илтереççĕ, автотранспорт предприятийĕсен ĕçченĕсемпе, шкул ачисемпе, ача сачĕсене çÿрекенсемпе калаçусем ирттереççĕ.
— Чи кирли — çын хăй çула тухнă чухне яваплăха ăнланни, хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнма тăрăшни, çул çинчи ытти водительсене тата çуран çÿрекенсене хисеплени. Пурте пысăк яваплăха туйса çÿресен, тимлĕ пулсан çул çинчи инкексен шучĕ те чакасса шанатăп, — пĕтĕмлетрĕ П.Рубцов.
Н.КАЛАШНИКОВА.

В

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *