Вĕсемпе çыхăнсах тăраççĕ

Вĕсемпе çыхăнсах тăраççĕ

Пĕр вăхăт куçа хупса тăрар-ха. Тĕттĕм… Нимĕн те курăнмасть. Шел пулин те, пирĕн хушăра çутçанталăк илемне курмасăр е начар курса пурнăçне ирттерекенсем те пур. Ун пек çынсем мĕнле кун кунланине эпир хамăра вĕсен вырăнне лартса пăхмасăр, вĕсен пурнăçĕпе пурăнса курмасăр пĕлейместпĕр те, туяймастпăр та. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшас, йывăр вăхăтра алă тăсса парас енĕпе ĕçлет те ĕнтĕ куç курманнисен обществи. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕсем пирки обществăн районти уйрăмĕн председателĕнчен Г.И.Михайловран тата секретарĕнчен А.Н.Смирновран ыйтса пĕлтĕм.
— Пирĕн уйрăм Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи куç курманнисене тата начар куракансене пĕрлештерсе тăрать. Унта пурĕ 118 çын. Вĕсенчен 19-шĕ пĕрремĕш, 32-шĕ иккĕмĕш, 53-шĕ виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Çавăн пекех ачаран куç курманнисем те пур. Вĕсемпе çĕршывра коронавирус чирĕ алхасма пуçличчен тăтăшах тĕл пулса тăнă, тĕрлĕ мероприятисем те ирттернĕ. Шашка-шахмат ăмăртăвĕсене, ал ĕç, апат-çимĕç выставкисене, юрă-ташă конкурсĕсене куç курмасан та вĕсем хапăлласах хутшăнаççĕ, — каласа парать Герман Ильич. Вăл ку енĕпе уйрăмах С.В.Зайцев /Çĕнĕ Сĕнтĕр/, О.Т.Самукова, В.П.Павлов /Комсомольски/, А.А.Чаркин /Дубовка/, Е.Л.Миронова /Тукай/ хастар пулнине пĕлтерчĕ.
Мероприятисем ирттерме библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, тĕрлĕ шайри специалистсем пысăк пулăшу панине палăртрĕ вăл. РФ Пенси, Социаллă страховани фончĕсемпе, тĕп больницăсемпе, районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Тĕлпулусене, калаçусене влаç органĕсенче, сывлăх сыхлавĕнче, юридицире тата ытти яваплă вырăнсенче ĕçлекенсене хутшăнтараççĕ. Вĕсем çĕнĕлĕхсемпе хапăлласах паллаштараççĕ, кирлĕ сĕнÿсемпе канашсем параççĕ. Мероприятисем ирттернĕ чухне тата ытти енĕпе те спонсорсен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Куç курманнисен ячĕпе «Самурай» кафе директорне Ю.Г.Лизнов предпринимателе, «Специализированный достройщик» ООО ертÿçине В.Н.Гордеева, «Слава картофелю» агрофирма директорне Х.С.Идиатуллина, Çĕнĕ Кипеçри сĕт завочĕн директорне В.С. Агамиряна чирлисене ăнланнăшăн, ырă кăмăллăх кăтартнăшăн тав сăмахĕсем калатпăр.
«Çĕршывра коронавирус енĕпе лару-тăру çăмăл мар пулин те, эпир пĕтĕм хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса куç курманнисемпе çыхăнсах тăма тăрăшатпăр. Вĕсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленсех тăратпăр, йывăрлăхсем сиксе тухсан пулăшма майсем шыратпăр», — тет Александр Николаевич. Паянхи йывăр лару-тăрура куç курманнисене уйрăмах хĕн килнине лайăх ăнланаççĕ уйрăмра ĕçлекенсем.
Куç курманнисен кунне ноябрĕн 13-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун Валентин Гаюи француз çуралнă. Вăл 1784 çулта Парижра суккăр ачасене пуçтарса ятарлă шрифтсемпе хутла вĕрентме пуçланă. Каярахпа ăна Александр патша Раççее чĕнсе илнĕ. Кунта та вăл хăйĕн пархатарлă ĕçне малалла тăснă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ вăл çуралнă куна Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕ тесе палăртнă.
Тĕнчере чирлекенсем чылай. Вĕсенчен нумайăшĕ апла пулсан та пуç усмасăр малаллах ăнтăлать. Çакна Паралимпиада вăййисем те çирĕплетеççĕ. Сусăрсем, чирлисем унта кĕрешсе вĕсем те сывă çынсенчен кая мар пулнине çирĕплетсе параççĕ. Куç курманнисен обществин районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем чирлисене чăтăмлăх сунаççĕ, вĕсем пĕччен мар пулнине, юнашар йывăрлăхра пулăшма хатĕррине пĕлтереççĕ.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *