Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

«Чăвашра юман та чăвашла кашлать» — хăйĕн никĕс-несĕлĕпе, тăван енпе мăнаçланса каланă чăваш, «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи, чăваш юрри — чун уççи» — тăван чĕлхене, халăх юрри-ташшине юратса танлаштарнă халăх, «Чăваша маннă чăваш — çухалнă пуртă аври» — çын вăйĕн çăлкуçĕ тăван халăхра пулнине асăрхаттарса каланă авалтан.
Çĕршыври халăх тата наци йышне, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне пĕлме пулăшакан çырав тапхăрĕн юлашки эрнине кĕтĕмĕр. Унăн кăтартăвĕсем çĕршывра пурăнакансен нумай ыйтăвне татса пама тата малашлăхри аталану çул-йĕрне палăртма пулăшĕç. Эпир, пĕр-пĕринпе чăваш чĕлхипе хутшăнакансем, паллах, чăваш чĕлхи тăван чĕлхе тесе палăртатпăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ывăл-хĕрсене, мăнуксене /вырăсла калаçсан та/ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ чăваш пулсан вĕсем ниепле те вырăс пулма пултарайманнине ăнлантарса памаллах. Хамăр несĕлсене манар марччĕ. Чăвашлăхăн малашнехи аталанăвĕ пирĕнтен килнине асра тытар.
Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ. Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ тăрăх, çырав патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать. Апла пулсан пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн асăннă кунчченех тултарма пултарать.

Альберт Германович Кузьмин,
Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Çĕршыв аталанăвĕнче, çынсен малашлăхĕнче халăх çыравĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çырава хутшăнса, ыйтусем çине хуравласа эпир патшалăх ор-ганĕсене пĕтĕм шайри бюджетсене пахалăхлă планлама, тĕрлĕ проектсем ĕçе кĕртме пулăшатпăр. Сăмахран, ялсенче инфратытăм аталанăвне, ФАПсем пуррипе çуккине, ача сачĕсемпе шкулсем пур çĕрте те çителĕклĕ е çителĕксĕр пулнине, хушма социаллă пулăшу кирлĕ çынсен шутне çырав кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем туллин кăтартса параççĕ.
Малашнехи пурнăç пахалăхĕ хамăртан килнине шута илсе эпир мăшăрпа çырав пĕрремĕш кунĕнчех патшалăх Пĕрлехи порталĕнче ыйтусем çине хуравларăмăр, QR-кода çыравçăна кăтартрăмăр. Паллах, çырава онлайн мелпе пурте хутшăнаймаççĕ. Вĕсем патне çыравçăсем килне пыраççĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕнче Елена Шарафутдиновăпа /Йăлмахвапа Кайнлăк ялĕсенче/ Ольга Валетова /Хирти Мăнтăрта/ çыравçăсем ĕçлеççĕ. Вĕсене ял çыннисем лайăх паллани ĕçе палăрмаллах çăмăллатать. Эпĕ çырав лару-тăрăвĕпе интересленсех тăратăп. Паянхи куна илсен, пирĕн ял тăрăхĕнче пурăнакансем халăх çыравне хастар хутшăнаççĕ. Çыравçăсем хăйсене шанса панă хушма ĕçе яваплă пурнăçлани те са-вăнтарать.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *