Ятарлă чару мерисем вăйра

Ятарлă чару мерисем вăйра

Коронавируса пула ĕçлемелле мар тесе йышăннă кунсенче республикăра, çавăн пекех районта та тĕрлĕ организацисем, лавккасем ĕçлемерĕç. Ноябрĕн 8-мĕшĕнчен вĕсем ятарлă чару мерисене тĕпе хурса ĕçе пикенчĕç, ачасем шкула кайма пуçларĕç.
Халĕ патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен административлă çурчĕсене, суту-илÿ комплексĕсене, апат-çимĕç шутне кĕмен таварсем сутакан магазинсене, библиотекăсене, музейсене, театрсене, культура учрежденийĕсене, спорт комплексĕсене, обществăлла апатлану точкисене, парикмахерскисене тата социаллă тытăмри ытти учрежденисене коронавирусран прививка тунине çирĕплетекен QR-кодпа, ковидпа чирленĕренпе çур çул çитменнине ĕнентерекен сертификатпа е хальхи вăхăтра çыннăн коронавирус çуккине çирĕплетекен справкăпа /унпа 3 кун çеç усă курма юрать/ кăна кĕртеççĕ. Урамран кĕмелли уйрăм алăклă аптекăсене, ветеринари аптекисене, çыхăну салонĕ- сене, апат-çимĕç шутне кĕмен чи малтан кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан магазинсене тата апат-çимĕç сутакан магазинсене çÿлерех асăннă документсемсĕрех кĕме юрать.
Обществăлла апатлану точкисем 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ĕçлемеççĕ. Çакă коронавирусран ирĕклĕ тесе йышăннă зонăсене пырса тивмест.
Организацисем тата уйрăм çынсем чару мерисене мĕнле пăхăннине республикăра, çавăн пекех районта та мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесех тăраççĕ, йĕркене пăхăнманнисене явап тыттараççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *