Ачасемпе мăнуксем – манăн пуянлăх

Пурнăçăн анлă сукмакĕпе 90 çул хавхалануллă кăмăл-туйăмпа утăмлакан Надежда Василевна Павлова Хирти Выçлире пурăнать. Вăрăм çула кĕскетсе эпĕ хисеплĕ ватăпа курнăçса калаçма васкарăм. Тăпăл-тăпăл та тирпейлĕ пÿрт, «кунта килен-каяна яланах тарават хуçасем пурăнаççĕ» тенĕнех йăлтăртатакан таса кантăклă чÿречесем, залри диванпа креслосем çинчи çыхнă илемлĕ минтерсемпе виткĕçсем, тин çеç пиçсе тухнă техĕмлĕ кукăль шăрши…. Ватă çын çуртĕнче хăтлăх хуçаланни куçкĕрет.
Мана кĕтме хирĕç хыпаланса тухакан Надя аппа хăйĕн çулĕсенчен нумай çамрăк курăнать. Йăлтăр кулăллă, çÿллех мар, тăпăлкка пÿ-силлĕ кинеми мана кĕрекене иртме чĕнчĕ. Хĕрĕ Елена та шăпах тăван килĕнче — амăшне ватлăх кунсенче пĕччен тунсăхлаттарасшăн мар, юнашар пулма тăрăшать.
Хуçисен ăшă кăмăлĕпе тараватлăхне кура пирĕн калаçу тикĕс хумлă шăнкăр-шăнкăр юханшыв евĕр çăмăллăн юхрĕ.
Надя аппа Анат Тимĕрчкассинче Алексеевсен çемйинче кун çути курнă. Вăл 3 ывăлпа 3 хĕртен тăваттăмĕш ача пулнă. Çуралнă ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ. Хыççăн Аслă Чурачăкри шкулта 10 класс пĕтернĕ.
Шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Комсомольскинчи тĕп больницăри амбулаторинче регистраторта ĕçленĕ /1951 çул/. Тăрăшуллă хĕр шанса панă тивĕçе яваплă та тĕплĕ пурнăçланă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл вăхăтра районти тĕп больницăра акушер-гинекологра тăрăшнă Вера Васильевна Лаврова пултаруллă та çивĕч тăнлă хĕре медсестра профессине алла илме сĕннĕ. Опытлă врач Надьăн медицина патне туртăм пысăк пулнине курнах. Хĕр аслă наставникĕн сĕнĕвне шута илсе Комсомольскинче йĕркеленĕ медсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухнă.
Надя аппа Хирти Мăратри медпунктра медсестрара тивĕçлĕ канăва каймалли ÿсĕме çитичченех тăрăшнă. Вăл ĕçлеме пуçланă вăхăтра урамсене çĕрле çутатман, асфальт çул сарман… Кĕскен каласан, хальхи саманари пурнăç çăмăллăхĕсем пулман. Медсестран вăр-вар урисем нумай çухрăм чупнă, çепĕç аллисем, ăшă чĕлхи, пĕлĕвĕ нумай çынна часрах сывалма пулăшнă. Аса илмелĕх те, мăнаçланмалăх та пур.
— Медсестра ĕçĕ кĕтмен самантсемпе тулли, пурăнан пурнăçра тем те пулать. Çемйипе кăмпа çисе наркăмăшланнисем те, каланкка юшкине хупса хурса сĕрĕм тивнисем те пулнă. Çын пулăшу ыйтма килсен нихăçан çавăрса кăларса яман. Хуть мĕнле çанталăкра та — кăнтăрла-и, çĕрле-и чирлĕ çын патне пĕрремĕш пулăшу пама васканă. Пĕррехинче ача çуратма аптăранă 3 хĕрарăма район тĕп больницине пĕр каçра пĕрин хыççăн тепĕрне леçме тиврĕ. Гинекологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем: «Мĕншĕн виççĕшне те пĕр рейспа илсе килмерĕн?» — теççĕ. Апла тума май çук-çке — ача çуратасси калаçса татăлса пĕр вăхăтра тумалли ĕç мар, — ĕçре пулнă самантсене куç умне кăларчĕ Надя аппа. Елена та ача чухне амăшĕпе пĕрле чирленĕ е аманнă çын патне çĕрле кайнисене аса илсе каласа пачĕ.
Надежда Васильевнăпа Евстрафий Илларионович пилĕк ача — тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине тăнă, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Ăшă сăмахсемпе аса илчĕç амăшĕ-пе хĕрĕ çывăх çынни çинчен. Елена каланă тăрăх, амăшĕпе ашшĕ яланах пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Ачисем те ашшĕ-амăшне кура çакăн пек пурнăç йĕркине хăнăхса ÿснĕ.
Анне, асанне-кукамай, мăнасанне-мăнкукамай хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Надежда Васильевна паянхи кун 10 мăнукĕшĕн тата 10 мăнмăнукĕшĕн хĕпĕртет, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
— Эпĕ хама питĕ пуян çын тесе шутлатăп. Ывăлăмсемпе хĕрĕм, мăнукăмсем маншăн ылтăнран та хаклăрах, — чĕрери ăшăлăхне палăртса калать ватă çын.
Надя аппа пĕр самант та ахаль лармасть. Çамрăк чухне унăн ăста аллисем ачисем валли çи-пуç, нумай хĕрарăм валли кĕпе çĕленĕ, çыхнă. Паянхи кун та вăл пушă вăхăт лексенех алă ĕçĕ тытать. Ялта пурăнаканăн хуçалăхпа кил-çуртра, пахчара та ĕç нумай. Çитĕнтернĕ пахча çимĕçĕпе улма-çырлине те хăйех тирпейлет. Пĕçернĕ тутлă çимĕçпе, тĕрлĕ салат-варенипе кÿршисене те кăмăлтан хăналать. Унсăр пуçне пĕр кун сиктерми уçăлса çÿреме ĕлкĕрет ватă çын.
Пурнăçра никам та савăнса çеç пурăнаймасть. Шухăшламалли, кулянмалли те пулатех. Надя аппа вара ÿпкелешсе пĕр сăмах та калаçмарĕ. Çирĕп кăмăллă та таса чунлă хĕрарăм паянхи кун та йăлтăр кулать, кашни куншăн, тÿпери çутă хĕвелшĕн, ешерекен улăх-çаранпа вăрманшăн савăнать. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн Аслă Турăран çирĕп сывлăх, телей ыйтать.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *