Понедельник, 29 апреля

48 кĕнеке парнеленĕ

48 кĕнеке парнеленĕ

Историе тишкерсен библиотекăсене яланах общество, вулакансем пулăшса пыни палăрать. Раççейре вĕреннĕ çынсем, ырă кăмăллă меценатсем библиотекăсене кĕнеке пуххисем, коллекцисем парнеленĕ. Çак парнесем библиотекăсене пуянланса аталанма май панă. Паян кун та çак ыр кăмăллăх йăли манăçа тухман.

Çак кунсенче, шкул библиотекисен уйăхлăхĕ вăхăтĕнче Комсомольскинче пурăнакан Тамара Васильевна Еремеева Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекине 48 кĕнеке парнеленĕ. Çав шутра: «Классики и современники», «Библиотека мировой литературы для детей» серисенчи кĕнекесем, А.П.Чехов, М.Рид, В.Скотт тата ытти паллă авторсем çырнă хайлавсем.
Шкул администрацийĕ тата библиотекарь Тамара Васильевнăна парнесемшĕн чĕререн тав тăваççĕ. Парнеленĕ кĕнекесем пирĕн вулакансене тата нумай çул савăнтарĕç.
Е.Савельева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *